Ҫӗнтерӳ парачĕн репетицийӗ пулать

Паян Шупашкарта Çĕнтерÿ парачĕн репетицийĕ пулать. Хальхинче унта çар техники те хутшăнать.

Çавна май Шупашкарти тĕп урамсене – Ленин проспекчĕпе Карл Маркс урамне — 13 сехетрен пуçласа репетици вĕçлениччен пÿлсе хурĕç. Общество транспорчĕ кăна çÿреме пултарĕ. Анчах та çар техники репетицие тухнă тапхăрта троллейбуссемпе автобуссен те 20 минута яхăн тăхтама тивĕ.



25 апреля 2022
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter