Чăваш ачисем регион Ертӳçипе тĕл пулчĕç

Чăваш Ен Ертÿçине – ыйту. Çак мелпе паян «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем те усă курчĕç. Тĕрлĕ ял-хулара вĕренекен шкул ачисене мĕн кăсăкланатарать-ши? Юлия Адюкова репортёр малалла тăсĕ. «Тантăш» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ «Пионер сасси» ятпа 1931-мĕш çултах тухнă. Шăпах ун чухне пуçланса кайнă та çамрăк корреспондентсен юхăмĕ. Паян çак хаçат республика, çавăн пекех унăн тулашĕнчи вун-вун ачана пĕрлештерет. Чи хастаррисемпе маттурисем Чăваш Ен ертÿçипе – Олег Николаевпа йĕркеленĕ пресс-конференцие хутшăнма тивĕçрĕç. ТИМУР АМАСЕВ: «Эпĕ Олег Алексеевичран вăл ача чухне кам пулма ĕмĕтленни пирки ыйтрăм. Вăл мана космонавт терĕ. Унăн хуравĕ мана питĕ вăйлă килĕшрĕ. Эпĕ ăна интереспах итлерĕм». Юнкорсем тĕлпулăва чылай хатĕрленнĕ. Ыйтăвĕсене те хăйне евĕрлисене пачĕç. Акă, Шăмăршă районĕнчи, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи Степа Степанова Олег Николаева ача чухне айăпа кĕрсен кĕтесе тăратнипе тăратманни кăсăклантарчĕ. Тĕлпулăва республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 17 юнкор пуçтарăннă. Кăсăклă хуравсем çитес вăхăтра çĕнĕ статьясемпе хыпарсем шăрçалама хавхалантарĕç. ТАТЬЯНА ГОРБУНОВА: «Паянхи кун ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн? Эпĕ ыран шкула кайсассăн çак ачасем паянхи мероприятине тĕлĕнмелле туллин çутатса парасса кĕтетĕп». ТАТЬЯНА ВАШУРКИНА: «Эпĕ, тĕрĕссипе каласассăн, ытти наци республикинче те тăван чĕлхепе пресс-конференци ирттернине çамрăк ачасемпе, çамрăк юнкорсемпе халиччен. Тен, пур пуль вăл. Çавăнпа та ку мероприяти питĕ интереслĕ пулчĕ, ачасем пачах та кулянмарĕç, пăшăрханмарĕç те пек, хăйсене чăн-чăн журналист пек тытрĕç». Çамрăк корреспондентсен тĕл пулăвĕсем татах та пулĕç-ха. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче юнкорсем слета пуçтарăнса ăсталăх лаççисене хутшăнĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе çĕнĕ паллашусем йĕркелĕç.



НТРК
25 апреля 2022
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter