Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатине йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани

Хисеплӗ туссем!

Сире Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатине йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче сирӗн йыш ӗҫре пысӑк та паха опыт пухрӗ тата регионпа муниципалитет шайӗнчи тулашри финанс тӗрӗслевӗн хӑватлӑ институчӗ пулса тӑчӗ.

Сирӗн ӗҫӗр Чӑваш Республикин экономикипе социаллӑ сферишӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Аудиторсен ӑсталӑхӗпе яваплӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен бюджет укҫи-тенкипе усӑ курассин тухӑҫлӑхӗ тӳрремӗнех килет, эппин, наци тата регион проекчӗсене пурнӑҫлассипе аталанӑвӑн тӗп тӗллевӗсене татса парасси те, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстересси те.

Муниципаллӑ пӗрлӗхсен тӗрӗслевпе шут­лав органӗсен полномочийӗсене централизацилени ведомство аталанӑвӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗ пулса тӑчӗ, вӑл патшалӑх тата муниципалитет ресурсӗсемпе усӑ курас ӗҫсене пӗрле хак панине пула тӗрӗслев тата экспертпа тишкерӳ ӗҫӗсене ҫӗнӗ шая кӑларма май парать.

Сире палӑртнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              Олег Николаев



25 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter