«Иртнине асра тытса йăла-йĕркесене упрамалла, аслӑ ентешсем вӗрентсе каланине ăша хывма тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Иртнине асра тытса йăла-йĕркесене упрамалла, аслӑ ентешсем вӗрентсе каланине ăша хывма тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Чăваш чĕлхин кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чăваш халăхне ҫутта кăлараканăмăр, чăваш ҫырулăхне пуҫарса яраканĕ Иван Яковлевич Яковлевăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Паллă ентешĕмĕре сума сунса пухăннă ырă ҫынсене тав туса, чăвашсен пуласлăхне пысăка хурса хакланă май аталану ҫул-йĕрĕн ҫĕнĕ  тĕллевĕсем пирки те каласа кăтартнă.    

«Кăҫал Чăваш Енре паллă ҫынсен ҫулталăкне халалланă.  Паллă, вĕсен йышне шăпах та Иван Яковлевич Яковлев кĕрет.  Унăн сахал мар пархатарлă ĕҫĕсем халăхшăн упранса юлнă. Чăваш алфавичĕ, чăваш шкулĕ тăван чĕлхене аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнĕ.  Пирĕн хамăрăн йăх-ташăмăрсем пирки лайăх пĕлмелле, иртнине манма юрамасть. Чăваш йăли-йĕркипе культурине ăша хывса ăна ламран -лама куҫарса пыма пĕлмелле. Туслăхра вăй, пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, пĕрне-пĕри ăнланса пырсан ӳсĕм тата та пуласси куҫ кĕретех», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.    

Олег Николаев палăртнă кун Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче пулса курнă. Кунта  вулавăшра «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» чаплă курав уҫнă.   Курава «Нарспи» оперăна 55 ҫул ҫитнине тата «Нарспи» спектакăле пуҫарса янăранпа 100 ҫул пулнине халалланă.   

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев курава йĕркелекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Курав Чăваш йăли-йĕркипе культурине ăша хывса пурăнма, ăна анлăрах тĕпчесе пĕлме май панине асăннă.  

«Нарспи» поэмăна ача чухне эпир пурсăмăр та юратсах вуланă.   Поэмăра тĕп сăнарта Нарспипе Сентнер. Вĕсен таса юратăвĕ, пурнăҫа юратма, таса чунпа пурăнма хистет.  Константин Иванов ҫырнă поэма кашнин чĕринче тарăн йĕр хăварнă.  Кашни халăхăн хăйĕн сăнарĕ, хăйĕн паттăрĕсем пур. Шăпах та, эпир паян куравра ҫакна курса ĕнентĕмĕр», - тесе каланă сăмаха ҫавăрнă май  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.      



25 апреля 2022
17:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter