Техника юсавлă пулсан уй-хирти ĕç те ăнать

Техника юсавлă пулсан уй-хирти ĕç те ăнать. Ку ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун йĕркеленĕ канашлура та тишкерчĕç.

Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен тата ытти техникăн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, республикăра — 26,3 пине яхăн трактор-комбайн. Пысăк пайĕ — 63% — уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Юлашки çулсенче хуçалăхсем, фермерсем, уйрăм çынсем техникăна самай çĕнетме пултарнă. 2020 çулта, сăмахран, 817 трактор-комбайн туяннă. Кăçал, чăн та, сахалрах пулать-тĕр — хальлĕхе парк 167 техникăпа пуянланнă.

Паян тракторсен 57% — 10 çултан аслăрах. Комбайнсем тĕлĕшпе ку кăтарту 53% танлашать. Çавна май техника юсавлăхне тĕрĕслесе тăрасси пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ака уйăхĕнче инспекци техникăна тĕрĕслес енĕпе çине тăрса ĕçленĕ. Мĕн пур тракторпа комбайнăн 64% техтĕрĕслев тухнă. Шел те, çакăн пĕлтерĕшне пур çĕрте те пысăка хумаççĕ. Агропромышленноç комплексĕнче 2,4 пине яхăн техникăна кăна тĕрĕсленĕ. Калăпăр, Йĕпреç районĕнче техникăн 98% тĕрĕслев витĕр тухнă. Çĕмĕрле районĕнче çак кăтарту пĕтĕмпе те 32% çеç. Тĕрĕслев хакĕ те пысăк мар — 400 тенкĕ. Уйрăм çынсем çак виçене чакарма та пултараççĕ — ТО тухмашкăн заявкăна патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă парса. Кун пек чухне тӳлев те 30% пĕчĕкленет — 280 тенкĕ çеç. Укçа кăна мар — вăхăт та перекетленет. Нумайăшĕ ку мелпе усă курать те ĕнтĕ — кăçал панă заявкăсен çуррине яхăн пайне шăпах портал урлă йышăннă.

Ахальтен мар Олег Николаев та кăсăкланчĕ: тĕрĕслев ирттересси çинчен маларах пĕлтерсе хуратăр-и? Владимир Димитриев палăртнă тăрăх, инспекци вăл е районта техтĕрĕслев йĕркелесси çинчен хăйĕн сайтĕнче малтанах пĕлтерет, унтан район хаçатĕнче пĕлтерӳ вырнаçтарать, хуçалăхсемпе предприятисене тата район администрацине çырупа евитлет. Çавна май Олег Алексеевич пĕтĕмлетĕвĕ те татăклă пулчĕ: палăртса хунă ТОна хутшăнманни вырăнсенчи администрацисен ертӳлĕхĕ ку енĕпе яваплăха туйманнине çирĕплетет…

www.hypar.ru



25 апреля 2022
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter