Асатте-асанне чĕлхине пĕлмеллех

Паян Чӑваш патшалӑх пукане театрĕнче пĕчĕккисем валли чӑвашла кӑларнӑ кĕнекесен презентацийĕ иртрĕ.

Уява Чӑваш чĕлхин кунне халалланӑ. Унта ЧР культура тата ЧР вĕрентӳ министрĕсем Светлана Каликовӑпа Дмитрий Захаров, Чӑваш Енри Хĕрарӑмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева хутшӑнчĕҫ. Ачасемпе ашшĕ-амӑшне уяв ячĕпе саламларĕҫ. Мероприятире сӑмах ытларах "Йӑпатмӑшсем" кĕнеке пирки пычĕ. Уява чӑваш юрри-ташши илем кӳчĕ. Унтан пухӑннисем "Виҫĕ хĕвел" спектакль пӑхрĕҫ.



25 апреля 2022
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter