Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нотариуссем, нотариус кантурӗсен ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ нотариуссем, нотариус кантурӗсен ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Граждансен тата юридически сӑпатсен прависемпе саккунлӑ интере­сӗсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ йышлӑ ыйтӑва татса парасси сирӗн яваплӑхӑрпа ӑсталӑхӑртан килет.

Республикӑра пурӑнакан ҫынсене тата организацисене право гарантийӗсемпе пысӑк шайра тивӗҫтерме тӑрӑшса Чӑваш Енри нотариуссен пӗрлӗхӗ право культурине ӳстерес тата регионти тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗн институтне аталантарас ӗҫе, ӑна йӗркеленӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитрӗ, пысӑк тӳпе хывать. Ҫак тапхӑрта нотариуссем республикӑра пурӑнакан 300 пин ытла ҫынна право пулӑшӑвӗ панӑ.

Ӗҫре тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн тата профессие парӑннӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Сире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                       Олег Николаев



26 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter