Тăван чĕлхе кунĕ

Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенĕ – Иван Яковлев çуралнăранпа паян шăп та лăп 174 çул. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн тăван халăхăмăр чăваш чĕлхин кунне уявлать. Кăçалхипе ăна 30-мĕш хут чаплă та сумлăн ирттерчĕç. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Кристина Боброва чăвашла таса калаçать. Куншăн вăл çемйине тав тăвать. КРИСТИНА БОБРОВА: «Чăвашла калаçатпăр. Чăвашпа çыхăннă ăмăртусене хутшăнатпăр. Чăвашла кĕнекесем, хаçатсем вулатпăр. Эпĕ хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп, савăнатăп». Чĕлхе пулсан пĕтместпĕр ĕмĕрте. Чăваш халăхĕ пурăннă чухне унăн чĕлхи те ĕмĕр чĕрĕ. АЛЬБИНА АЛЕКСЕЕВА: «Эпĕ ачасемпе темиçе çул чăваш чĕлхине вĕрентессипе тăрăшатăп. Эпир сахал мар та уявсем те ирттеретпĕр. Эпĕ çакна пĕлтерешлĕ тетĕп. Ачасем вĕсем çакна ăнланмасан та кураççĕ. Чăваш халăхĕн пуянлахĕ ĕнтĕ çакă вăл». Тăван чĕлхе кунĕ Иван Яковлевич çуралнă кунĕпе пĕр килни ахальтен мар. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван халăхпа, ăна çутта кăларас ĕçпе çыхăннă. Аслă Патриархăмăр шкулсем хута янă, чăваш алфавитне йĕркелесе çырулăха пуçарнă, чăваш букварьне, вĕренӳ кĕнекисене пичетлесе кăларнă. – Хамăр паллă ентешсене халаллани те питĕ тарăн, питĕ никĕслĕ япала. Иван Яковлев çавсен шутĕнче. Хамăр паллă ентешсене, вĕсен ĕçĕсене асра тытăр. Вĕсен халалĕсене пурнăçа кĕртсе пырар. Иван Яковлевăн теветкеллĕ пуçарулăхĕ паян та чăвашсене чăмăртанса тăма пулăшать. Чăваш культуришĕн тĕлĕнмелле сумлă ĕçсем туса хăварнă Аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа çулсерен унăн палăкĕ умне пухăнса пуç таяççĕ. Чечек çыххисем хураççĕ. Кăçал та çак йăларан иртмерĕç. АНДРЕЙ ТРОФИМОВ: «Эпĕ – чăн-чăваш. Чăвашра çуралнă. Эпĕ тус-юлташсемпе те чăвашла калаçатăп. Шкулта та пире чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ. Эпĕ чăвашла лайăхах вĕренетĕп. Чăваш чĕлхи пĕтес çук. Эпир унпа калаçатпăр. Чăваш чĕлхи – манăн юратнă чĕлхе». Пирĕн чăвашсен мухтанмалли, ыттисене каламалли пур-ха. Тăван чĕлхе кунĕ тĕлне Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Нарспи» спетакль 100 çул тата «Нарспи» опера 55 çул тултарнă тĕле «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» ятпа пысăк курав уçăлчĕ. Кунта «Нарспи» поэма историне пирвайхи хут пичетленсе тухнинчен пуçласа хальхи вăхăтри ӳнер ăстисен ăнлантарăвĕ таран паллашма пулать. ВАЛЕРИЙ ЯКОВЛЕВ: «Ман шутпа, пирĕн литературăри пуянлăх вăл «Нарспи». Иксĕлми. Малашне те ун йăлкăшакан çутти сӳнмĕ. Халăхăн ăс-хакăлне çĕклекенни. Пуласлăхне шанма вĕрентекенни вăл, паллах, литература, искусство». Куравра Нарспи сăнарне тĕрлĕ енлĕ – текст, сăнарлă искусство, драма спектаклĕ, опера, кино, мюзикл урлă çутатса пама тăрăшнă. Архив материалĕсем, документлă фильмсем, радио тата телеспектакльсем, театр костюмĕсем, тĕрлĕ çулхи афишăсем поэмăн историне татах та пуянлатаççĕ. Иван Яковлев лавне çамрăк ăру туртса пырать. Пуян, илемлĕ, янăравлă та çепĕç чăваш чĕлхи тĕнчен пур кĕтесĕнче те янăрать. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси – пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ ».



http://www.ntrk21.ru/video/54378
25 апреля 2022
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter