Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Мăнкунăн пысăк концертне ҫитсе курнă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Мăнкунăн пысăк концертне ҫитсе курнă

Чăваш патшалăх филармонийĕнче  ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче уяв мероприятийĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансене Мăнкун ячĕпе саламланă, пурне те ырлăх-сывлăх, ыррине кăна сĕннĕ, тăнăҫ пурнăҫ пултăр тенĕ.

«Мăнкун уявĕ вилĕме парăнтарнине ҫирĕплетет. Кăмăл-сипете пуянрах пулма витĕм кӳрет, ырă ĕҫсем тума та хистет. Эпир хамăрăн паха йăла-йĕркесем патне кулленех таврăнатпăр.  Эпир пĕр чăмăра пухăнса пĕрне-пĕри пулăшса пыма та вĕрентетпĕр, пуласлăх ҫине таса туйăмпа пăхма пикенетпĕр», - тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Мӑнкунӑн пархатарлӑ йӑли-йӗрки пире ӑс-хакӑла тӑтӑшах пуянлатса пымаллине ӑша хывма хистет, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать», - тенĕ  вăл.

«Усала парăнтарас ĕҫре чăн-чăн тĕн пысăк витĕм кӳрет уяв.  Йывăрлăхсене парăнтарса ҫитĕнĕсем патне ăнтăлма шăпах та, тĕн пулăшать те пулĕ. Паянхи пурнăҫ таппишĕн тĕн ыйтăвĕ те малти вырăнтах тăма пултарĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫак уяв кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ, чӗресене тӑван-хурӑнташпа тата ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулса калаҫма ӑшӑ та савӑк туйӑмпа ҫупӑрланине палăртнă республика Ертӳҫи.

Паллă пулăма пухăннисене саламлама Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Савватий килсе ҫитнĕ. Пурне те ҫутă уявпа пехил парса ăшшăн саламланă.  Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ пирӗн чиркӳсемпе кил-ҫуртсене пысӑк савӑнӑҫпа тата шанӑҫ ҫутипе тултарнине, пурнӑҫри тӗп хаклӑхсемпе  ыркӑмӑллӑх ҫинчен аса илтернине асăннă вăл.

Владыка Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева тата Чăваш Республикин культура министрне Светлана Каликовăна проекта пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшнăшăн ырласа тав тунă.  «Эпир чылай тапхăр хушши кăшăл вирус амакĕ алхаснă тапхăрта пĕр-пĕринпе ăш пиллĕн калаҫма пултараймарăмăр пулĕ.  Паян пирĕн ентешсем ятарлă операци ĕҫне хутшăнаҫҫĕ.  Пирĕнтен кашни вĕсемшĕн пăшăрханать.  Хăшĕсем хăйсен ҫывăх ҫыннисене те ҫухатма ĕлкĕрчĕҫ.  Концерт питĕ вырăнлă пулса тухрĕ. Вĕсене ҫĕнтерӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрессе ĕненетпĕр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрнă май.

Концерт программине паллах, Мăнкун уявĕпе те ҫыхăнтарнă.  Хулари Аслă чиркӳсенчен ăста ҫынсем пĕр чăмăра пухăнса, хăйсен пултарулăхне кăтартса пама кăмăл тунă.

Куракансене савăк кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн мухтаса ырă сăмахсемпе тав тунă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    Курма пыракансене валли ачасем ăсталанă ĕҫсенчен ятарлă курав та йĕркелесе тăратнă. Пĕр сăмахпа каласан, Мăнкун уявĕ чăнласах та ӳкерчĕксенче, тĕрлĕ япаласенче илемлĕн сăнарланнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче Мăнкун эрнинче 320 ытла мероприяти йĕркелесе ирттерме плана кĕртсе хăварнă.    Пысăк уяв республикăри 283 чиркӳре питĕ курăмлă иртнĕ, халăх та кăмăллă пулни куҫ кĕретех.   Чăваш  Енри культура учрежденийĕсенче чылай паха мероприятисем йĕркеленĕ,  унта ĕҫлекенсем хапăл тусах ирттернĕ мĕнпур палăртса хунă  пулăмсене. Кăтарту та пысăк – 140 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсем концертсем, куравсем, уҫă калаҫусем, хыпарсен кăларăмĕсем.



27 апреля 2022
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter