Шкул ҫулне ҫитмен ачасен парчĕ Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунĕнче иртĕ

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен парчĕ Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунĕнче иртĕ

Кун пирки чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев 1941-1945 ҫулсенче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине халалласа йĕркеленĕ ĕҫ ушкăнăн ларăвĕнче палăртнă. Плана кĕртнĕ тăрăх, Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре ҫу уйăхĕн 8-мĕшĕнче шкул ҫулне ҫитменнисем икĕ пин ытла ача парада хутшăнаҫҫĕ.  

Уяв мероприятийĕсем пирки тĕплĕнрех ларура Чăваш Республикин  культура министрĕ Светлана Каликова каласа кăтартнă. Плана кĕртнĕ мĕнпур мероприятисем пирки  кĕскен ăнлантарса панă. Кăҫал ҫывхарса килекен уява республикăра анлăн ирттерме палăртнă. Икĕ пин ытла мероприятине кĕртнĕ анлă плана. Унта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ 500  пинрен иртнĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чăнласах та мероприятисем сахал маррине ҫирĕплетсех каланă. Вĕсене йĕркелесе ирттерме специалистсем тӳремсем те хатĕрленине асăннă вăл. Мĕнпур мероприятисене пысăк шайра йĕркелемеллине те чĕнсе каланă Пуҫлăх. Тепĕр тесен, мероприятисем пирки тĕрĕс хыпарсене халăх патне вăхăтра  илсе ҫитерме те хушнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулинче иртеҫҫĕ.  Кун пирки хыпара Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин пĕлтернĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа мероприятисем валли чылай ĕҫсем туса пынине те каланă вăл.

Республикăри хуласемпе районсенче уява хатĕрленсе Ҫĕнтерӳ палăкĕсене  илемлетеҫҫĕ, тĕпрен юсаса ҫĕнетеҫҫĕ. Республика пысăк уява çӳллĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленет. Кашни хулара, районта çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Паттăрсем çинчен çамрăксем паттăрлăх урокĕсенчен, тĕрлĕ куравра пĕлме пултарĕç. Çавăн пекех волонтерсем вăрçă паттăрĕсене чӳрече, балкон çуса тасатма тата ытти енпе пулăшма палăртнă. Çĕнтерӳ вальсне вара кăçал та кашниех ташлама пултарĕ. Шкулсенче тĕл пулусем ирттерме, библиотекăра кĕнекесен выставкине хатĕрлеме, ветерансемпе тĕл пулусем тума палăртнă. Парад пулать. Бессметрный полк – кашни хулара пулать вăл. Шупашкар – ĕç мухтавĕн хули. Çавна пула пирĕн хулара 21:00 салют пулĕ». Çĕнтерӳ парачĕ Шупашкарта Республика тӳремĕнче иртет. Хула проспекчĕпе Шупашкар гарнизонĕн пин ытла çынран тăракан пĕрлехи полкĕ, техникăпа хĕç-пăшалăн 100 ытла единицинчен йĕркеленекен механизациленĕ колонни иртĕ. 1945-мĕш çулта пирĕн халăх хамăр çĕршыва кăна мар, пĕтĕм тĕнчери халăха хăтарнă. Çавăнпа вăл пирĕншĕн питĕ паллă. Пирĕн кашни çемьерен унта кам та пулин хутшăннă. Ветерансен пĕрлешĕвĕсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри – «Çĕнтерӳ ялавĕ умĕнхи часовойĕ». Регионта Георги хăйăвĕсене ака уйăхĕн 27-мĕшĕнчен валеçме пуçланă.



27 апреля 2022
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter