Чӑваш Енпе Узбекистан хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлсах пырать

Чӑваш Енпе Узбекистан хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну сарăлсах пырать

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Хусанти Узбекистан Республикин Генеральнăй консулĕ  Фариддин Насриев  ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем икĕ ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.   

«Раҫҫей Федерацийĕпе Узбекистан Республики хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ  ҫыхăну тĕвĕленнĕ. Пĕр тикĕс лайăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе ăнланса ĕҫлесе пыратпăр.  Чăваш Ен айăккинче тăрса юлмасть. Мĕн пур ĕҫлĕ процесса хутшăнма кăмăл тăвать» –  тесе палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

2021 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, Узбекистана тăратнă таварсен калăпăшĕ питĕ пысăк, 13,2 млн доллар СШАпа танлашать.  Чăваш Енĕн партнерĕсем хушшинче тулаш экономикăна аталантарассинче палăртнă республика сахал мар витĕм кӳнĕ.   Икĕ ен палăртнă кăтартусем ҫинче чарăнса ларасшăнах мар, ӳсĕм тăвассишĕн малаллах талпăнса ĕҫлеҫҫĕ. Хăш-пĕр уйрăм енсемпе чăнласах та, ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫса аталанса пырасси ыйтăва та кун йĕркинчех тытаҫҫĕ.  

«Эпир ҫĕнĕ плансем туса хатĕрлеме те пултарайрăпăр. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлес кăмăлсем пысăк. Тĕрлĕ енсене тишкерсе, хамăршăн та сирĕншĕн те усăллă пулччĕр тесе вăй хурăпăр. Предприятисемпе организацисене анлăрах аталанса пыма майсем уҫăпăр», –  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – условисем йĕркеллĕ хатĕрлесе парасси. Икĕ ен хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси ыйту та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Предприятисен ертӳҫисемпе тĕл пулса канашлăпăр.  Чи анлă сарăлнисем – тракторсем тăвакан завод, электротехника енĕпе ĕҫлекен организацисем, апат-ҫимĕҫе упрама май паракан хатĕрсем тирпейлесе кăлараканнисем тата ыттисем те», – тенĕ вăл.   

Хусанти Узбекистан Республикин Генеральнăй консулĕ Фариддин Насриев  Чăваш Республикин Пуҫлăхне Раҫҫей Федерацийĕ тата Узбекистан Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнĕренпе 30  ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă. Раҫҫейпе Узбекистан Республики хушшинчи таварсен ҫаврăнăшĕ 10 миллиард доллар СШАпа танлашать. Чăваш Республикипе те ӳлĕмрен анлăрах ĕҫлесен, кăтартусем малалла та пысăкрах пуласса ĕненетпĕр», – тенĕ вăл.  «Эпир социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳме хатĕр. Компанисене валли тӳрремĕнех ĕҫлĕ ҫыхăнусем йĕркелесе тăратма майсем тăвайратпăр», – тенĕ хăна.  

Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче вĕренӳпе культура тытăмĕнче те ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас тесе тĕллев латнă.   «Тĕрлĕ наци хушшинчи килĕшĕве упраса, ăна хисеплеме пĕлни те паха. Культура, йăла-йĕркесене те вĕренсе пырсан аван пулнă пулĕччĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Килĕшӳ пуласлăхра ҫамрăксене Чăваш Енĕн аслă шкулĕсенче пĕлӳ илме те ҫулсем уҫса парĕ.  Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пыни, пуриншĕн те аван», – тенĕ регион Ертӳҫи.  

 Фариддин Насриев  Чăваш Республикин Пуҫлăхне Узбекистан Республикинчи студентсене Чăваш Енĕн аслă шкулĕсенче вĕренме килĕ пек условисем йĕркелесе панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Сирĕн регионта ҫав тери тарăн пĕлӳ илеҫҫĕ пирĕн студентсем» – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – туризма аталантарасси.  «Руна ҫул-йĕрĕ» туристсен маршучĕ пирки проекта пăхса тухнă. Самаркандра Пĕтĕм тĕнчери туризм университечĕн  вулавăшĕнче Чăваш Ен пирки курав хатĕрлесе тăратсан аван пулассине те палăртнă вăл.    

Хусанти Узбекистан Республикин Генеральнăй консулĕ Чăваш Ен Пуҫлăхне хăйсем патне пыма йыхравласа хăварнă. Республика Пуҫлăхĕ  Олег Николаев йыхравшăн тав тунă, ыйтăва пăхса тухма, сĕнĕве шута илме шантарнă.  



28 апреля 2022
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter