Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 

Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв, унӑн тӗп паттӑрӗ хуть хӑҫан та ӗҫ ҫынни пулнӑ –  ҫӗршыв тата республика ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуракан мӗнпур ҫынна пысӑк тав сӑмахӗсем каламалли лайӑх май.

Чӑваш Еншӗн ӗҫ теми уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн халӑх питӗ  тӑрӑшуллӑ пулнине тата ӗҫе яланах тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине пурте пӗлеҫҫӗ. Нумай историкпе этнограф чӑвашсен ӗҫченлӗхне, вӗсен хушшинче ӗҫ тӗлне пӗлмесӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пулманнине пӗрре кӑна мар нацин тӗп палли вырӑнне хурса палӑртнӑ.

Пирӗн республикӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи кун-ҫул страницисем ӗҫри паттӑрлӑхпа ҫырӑнса юлнӑ. Ахальтен мар кӑҫал пирӗн тӗп хуламӑр – Шупашкар хули – Май уявне пуҫласа «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» шутӗнче кӗтсе илет. Пирӗн аслӑ йӑхташӑмӑрсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ чухне тылра чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориала эпир кӑҫал ҫулла Тыл ӗҫченӗн кунӗнче уҫатпӑр.

Республикӑра пурӑнакан ҫынсен ӗҫри ӑсталӑхне тата яваплӑхне пула хальхи Чӑваш Енре ҫавӑн пекех экономикӑра, ял хуҫалӑхӗнче, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата ҫул-йӗр строительствинче, социаллӑ сферӑра пӗлтерӗшлӗ ул­шӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Иккӗленмелли ҫук, тулашри политика пусӑмӗ витӗм кӳнипе йӗркеленнӗ ансатах мар экономика лару-тӑрӑвӗнче те пирӗн ӗҫ коллективӗсен ҫирӗплӗхӗ тата тачӑ пӗрлӗхӗ кирек мӗнле тӗллеве те татса пама пулӑшӗҫ.

Пурсӑра та ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата сывлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                               Олег Николаев



01 мая 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter