Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Пушар сӳнтерекенӗн профессийӗ – паттӑр та хӑюллӑ тата вӑйлӑ ҫынсен ӗҫӗ, вӗсем вут-ҫулӑмпа хӑйсене шеллемесӗр кӗрешеҫҫӗ тата инкекре пулӑшу кӳме яланах вӑхӑтра килсе ҫитеҫҫӗ. Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем шӑпах ҫакӑн пек пахалӑхсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Пысӑк шайри ӑсталӑхӑр, пушарпа кӗрешекен подразделенисене техника енчен хальхи вӑхӑтри пушар сӳнтермелли тытӑмсемпе пуян-латни – ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне, вӗсен кил-ҫуртне  тата пурлӑхне, экономикӑпа социаллӑ сфера объекчӗсене хӳтлӗхпе тивӗҫ­термелли  шанчӑклӑ никӗс. Кӑҫал пушарсен шучӗ, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаш-тарсан, 29,6 процент чухлӗ чакнӑ, вӗсенче ҫынсем вилнӗ тӗс­лӗхсен хисепӗ вара – 49 процент.

Чӑваш Республикинчи вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене пурне те тухӑҫ-лӑ ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп. Хисеплӗ ветерансене уйрӑммӑн саламласа тата ӑшшӑн тав туса хӑваратӑп – вӗсем хӑйсен нимрен паха опытне ҫам-рӑк специалистсене параҫҫӗ.

Сирӗнтен нумайӑшне тивӗҫлипе патшалӑхӑн тата ведомствӑн чи пысӑк наградисемпе чысланӑ. Службӑри курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗрсен тӗп хаклавӗ – республикӑра пурӑнакан ҫынсен пӗтӗм кӑмӑлтан калакан тав сӑмахӗ тата сум-хисепӗ.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата ҫӑмӑл мар, анчах та питӗ кирлӗ ӗҫӗрте малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене пур тӗрлӗ ырлӑх тата тӑнӑҫлӑх!

 

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                     Олег Николаев



30 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter