Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Васкавлӑ пулӑшу службинче ӗҫлекенсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Васкавлӑ пулӑшу службинче ӗҫлекенсен кунĕ ячĕпе саламлани

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Васкавлӑ пулӑшу службинче ӗҫлеме уйрӑм ӑсталӑх, ӗҫе парӑнни тата ҫирӗп чун-хавалӗ кирлӗ. Пулӑшу кӗтекен ҫынсен малашнехи шӑпи шӑпах сирӗн вӑр-варлӑхӑртан тата пысӑк шайри ӑсталӑхӑртан килет.

Сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшӗпе хакӗ уйрӑмах СОVID-19 пандемийӗпе кӗрешнӗ тапхӑрта уҫҫӑн палӑрчӗ, ун чухне эсир йывӑр чирлӗ ҫынсене вӑхӑтра пулӑшу парас тата больницӑсене илсе ҫитерес тӗлӗшпе ырми-канми вӑй хутӑр. Чирпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса тата хӑвӑрӑн сывлӑхӑрпа пурнӑҫӑр хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултарасси пирки шутламасӑр, професси тивӗҫне хас­тар­лӑн пурнӑҫланине пула эсир чӑннипех те паттӑрсем пулса тӑтӑр.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисем 85 пин ытла чӗнӗве йышӑнса пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех санитари авиацийӗ те аталанать – 2021 ҫулта ҫак мелпе 109 пациента эвакуациленӗ, паянхи кун тӗлне ку кӑтарту 25 вӗҫевпе танлашать. Раҫҫей Правительстви пулӑшнипе республикӑри васкавлӑ пулӑшу автопаркӗ юлашки ҫулта 17 ҫӗнӗ машинӑпа пуянланчӗ.

Пархатарлӑ ӗҫӗршӗн кашнинех пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем тата ырлӑх сунатӑп!                  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                              Олег Николаев



28 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter