Олег Николаев Чӑваш патшалӑх аграри университетне "Пуласлӑх инженерийӗ" наукӑпа вӗренӳ центрне хутшӑнакансен йышне кӗртме сӗннӗ

Олег Николаев Чӑваш патшалӑх аграри университетне "Пуласлӑх инженерийӗ" наукӑпа вӗренӳ центрне хутшӑнакансен йышне кӗртме сӗннӗ

 Кун пирки ырă хыпарпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Самара облаҫĕн делегацийĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра каланă.  Уҫă калаҫăва Самара облаҫĕн Губернаторĕн советникĕ, «Регион аталанăвĕн институчĕ» коммерциллĕ мар организацийĕн генеральнăй директорĕ, «Пуласлăх инженерийĕ» тĕнче шайĕнчи наукăпа вĕрентӳ центрĕн управляющийĕ Ольга Михеева хутшăннă.  Хальхи вăхăтра палăртнă мероприятине хутшăнакансен йышне пирĕн регионтан Чăваш патшалăх университечĕ кĕрет.  

«Эпĕ хам енчен Чăваш Енри Агроуниверситета та вăл йыша кĕртме сĕнетĕп.  Вăл Чăваш патшалăх университечĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет.  Вĕсем ҫĕнĕ производствăсен технологийĕсене тĕпчесе, ҫĕнетсе пыма вĕренеҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ Олег Николаев.  Сăмах май, асăннă делегацине Аслă шкула ҫитсе паллашма ыйтнă, пĕрлехи пуласлăхри ĕҫсене вĕрентӳ учрежденийĕн ертӳлĕхĕпе сӳтсе явма чĕнсе каланă.   

НОЦ шайĕнче вĕрентӳпе наука организацийĕсем хăйне евĕр паха проектсем калăплаҫҫĕ.  Вĕсем пĕтĕмпех наукăпа технологи аталанăвĕпе ҫыхăннă тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Организацисене валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларас ĕҫре те пысăк витĕм кӳреҫҫĕ.  Актуаллă ыйтусене татса парассинче  проект ушкăнĕсене йĕркелесе яма та хастар тимлеҫҫĕ.    

Чăваш патшалăх университечĕ «Пуласлăх инженерийĕ» НОЦпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени малашнехи ĕҫсенче наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессинче те сахал мар витĕм кӳресси куҫ кĕретех.  «Наука» - Раҫҫей тĕнчери чи лайăх пиллĕк ҫĕршыв йышĕнче пулмалла.  Чылай тĕпчев ĕҫĕсене пурнăҫласа пыма пĕлмелле, наукăпа технологине те кирлĕ пек шайра аталантарса пыма тăрăшмалла. Пĕрлехи килĕшĕве тĕпе хурса, пуласлăхра Чăваш патшалăх университетĕнче ҫĕнĕлле тĕпчев ĕҫĕсене туса пымалли ятарлă центр хута ярасшăн.  Вĕсем промышленноҫ секторĕпе, уйрăмах транспорт, машинăсем туса кăларассипе те ҫыхăнса тăрĕҫ.   Апла пулсан, пуласлăхри плансем пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырасси кăна юлать.

Ольга Михеева хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики вĕсемшĕн шанчăклă партнер пулнине палăртнă.  Ĕҫ процессĕсене регион Правительстви хастар хутшăннине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Пĕр пухăннă пек чухне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки те пĕлтернĕ. Регион Пуҫлăхне республикăра НОЦ представительствине уҫма ыйтнă, куратора та палăртса хăварсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.  Центр ĕҫе пуҫарса йĕркелесе яма витĕм кӳме хатĕррине те хыпарланă, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене хăйсем ҫине илессине шантарнă сумлă хăна.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствине ĕҫе тытăнма, палăртнă ыйтусене пурнăҫлама хушнă. Представительство ăҫта пулассине, ăна ертсе пыракан куратор валли кандидатура хатĕрлеме те сĕннĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Калаҫу вăхăтĕнче етӳҫĕсем «Сириус» вĕренӳ центрĕ пирки те сăмах пуҫарнă.  Паллă, вăл тытăма Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин  пуҫарăвĕпе «Талант и успех» Вĕрентӳ фончĕн витĕмлĕхне тĕпе хурса йĕркелесе янă.   

Центрта ҫамрăк яш-кĕрĕме пуҫаруллă ĕҫсем туса пыма пулăшаҫҫĕ, чи ăста специалистсене тупса палăртаҫҫĕ, пуласлăхра вĕсене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерме пулăшса пыраҫҫĕ.

«Сириус» федераци центрĕн паха ĕҫ опычĕ  республикăшăн питĕ кирлине асăннă ертӳҫĕ.  Паллă, ҫакнашкал центр пирĕн тăрăхра «Эткер» пур. Унта ҫӳрекен ачасем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче, 30 ытла лаборатори ĕҫлет, ачасем хапăл тусах хăйсен пултарулăхне аталантарса пыраҫҫĕ. Республикăра мĕн пĕчĕкрен ачасемпе паха специалистсем ĕҫлеҫҫĕ, вĕсен пултарулăхне тупса палăртса малалла аталантарса пыма тăрăшаҫҫĕ.   Шкулсенче, вăтам пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсенче, аслă шкулсенче ăс пухакансем пĕрле пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕри паха опычĕсемпе паллашаҫҫĕ, пысăк технологисене тĕпе хурса ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем хатĕрлеҫҫĕ.    Професси пĕлĕвне тивĕҫтерес тесе ятарлă 5 класс пуҫарса янă, кăҫал кăтартăва тата та ӳстерме палăртса хунă, вĕсен йышне 80 ҫитересшĕн.  Пуласлăхри план тата та пысăк – 421 вĕренӳ классĕсене йĕрелесе ярасшăн» - тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Хăнасем пирĕн республикăра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, наукăпа тĕпчев технологийĕсемпе, промышленноҫ секторĕпе, инвестици илĕртӳлĕхĕпе, ҫĕнĕ йышши потенциалсемпе кăсăкланнă, вĕсен ĕҫĕсемпе паллашма кăмăл тунă.  Сумлă делегаци И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ертӳлĕхĕпе те ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, унти ҫĕнĕ лабораторисемпе паллашнă.  Шупашкарти «Абат» промышленноҫ технопаркне ҫитсе килесси те ĕҫлĕ ҫул ҫӳревĕн планĕнче пулнă.  Хулари «Кванториум» вĕсемшĕн кăсăклă пулни те куҫ кĕретех, унпа та паллашма хавас пулнă хăнасем.  

 



28 апреля 2022
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter