Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 30 çул çитнине кăçал паллă тăватпăр. 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ тата Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ çинчен калакан положенисене, Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕн текстне çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем пирĕншĕн чăннипех сăваплă, вĕсене республикăра пурăнакан кашни çын хисеплеме тивĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх гербĕн чĕри вырăнĕнче – халăх пĕрлĕхĕпе çирĕплĕхне сăнарлакан, авалхи чăвашсен руна çырăвĕнчи «пурнăç йывăççи». Унăн кăшкарĕ чăвашсем хисеплекен юмана – хăватлă йывăçа, çирĕплĕх, ăс-хакăл тата вăрăм ĕмĕр паллине – аса илтерет. «Пурнăç йывăççин» – виçĕ этнос турачĕ: республикăра тĕпленнĕ чăвашсем, чăваш диаспори тата Чăваш Енре пурăнакан халăхсем. Герба чăваш халăхĕн ăс-хакăлне, унăн вăйне, харсăрлăхне, ыр кăмăллăхне, чун ăшшине, шанчăклăхне хывнă.

Чăваш Республикин «Тăван çĕршыв» ятлă Гимнĕ пирĕнтен кашнинех мăнаçлăх кӳрет, тăван республика аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хавхалантарать.

Чăваш Республикин патшалăх символĕсен авторĕсен – Элли Юрьев художникăн, Илле Тукташ поэтăн тата Герман Лебедев композиторăн – ячĕсем чăваш халăхĕн историне яланлăхах çырăннă. Паллă ентешсен çулталăкĕнче эпир вĕсене ăшшăн аса илетпĕр, асра тытса тав тăватпăр.

Тăван ене эпир пурте юрататпăр. Çак туйăм эпир уншăн чунтан тăрăшнинче те палăрать. Аслă истори еткерне хамăрăн ĕçсемпе пуянлатса пынă май эпир Чăваш Республикин патшалăх символĕсен чапне те çĕклетпĕр.

Çитĕнекен ăрăва патриот чунлă пулма, патшалăх символĕсене чунтан хисеплеме вĕрентсе воспитани пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку – хамăрăн республикăна, çĕршыва хисепленин хаклăхĕн пĕр пайĕ. Çакăнта – Чăваш Ен аталанăвĕн, Раççей аслăлăхĕпе пĕрлĕхĕн шăнăрĕ.

Пархатарлă ĕçшĕн пурне те тав тăватăп! «Пурнăç йывăççи» çийĕн çĕкленнĕ, хĕвел çутине сăнарлакан «Виçĕ хĕвел» пирĕн пурнăçа упратăр! Тăнăçлăх, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                     Олег Николаев 



29 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter