Донбасра пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвне тиенĕ поезда старт панă Олег Николаев

Донбасра пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвне тиенĕ поезда старт панă Олег Николаев

60 тонна тиенĕ гуманитари пулăшăвне Шупашкартан чукун ҫул урлă йывăр лару-тăрăва лекнисем патне ăсатнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, маларахрипе пĕрле республикăран пĕтĕмпе тăватă хутчен гуманитари пулăшăвне ăсатнине, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 173 тонна пулнине пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Донбасс инфратытăмне тата промышленноҫ пайне ҫĕнетсе вăй илме пулăшассине каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  Уявсем иртсен, тӳрех Чăваш Республикинчен ĕҫ ушкăнĕ ятарлă делегаципе палăртнă территорине ҫитсе килме плана кĕртнине, унти лару-тăрăва шута илсе витĕм кӳме палăртассине хыпарланă.   

«Электротехника кластерĕнчи предприятисем ятарлă хатĕрсем тиесе хунă.  Вĕсем шăпах та, Донбасра электричество тытăмне юсаса ҫĕнетме кирлĕ ипулĕҫ. Донбассри электротехника заводне те ĕҫлеттерсе яма, пуласлăхра вĕсемпе пĕрле килĕшсе ĕҫлеме, шефа илме, ҫынсене тарăн пĕлӳ пама витĕм кӳме те хатĕр.  Донбасри предприятисене хăвăртрах аталанса пыма, пулăшу пама тăрăшĕҫ.  Ӳлĕмрен промышленноҫ пайĕнче, ял хуҫалăх тытăмĕнче е тата ытти предприятисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси те куҫ кĕретех», - тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.

Гуманитари пулăшăвне ярассипе ҫыхăннă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, ҫавăн пекех РФ Патшалăх Думин финанс тата рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков хутшăннă.  Сăмах май, Аслă Ҫĕнтерӳ  уявĕ ҫывхарса килнĕ май, шăпах та, ҫак пулăшу вырăнлă пулассине палăртнă вăл.      «Ҫакнашкал пулăшу Чăваш Енри мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухать. Эрне каялла «Справедливая Россия» парти ĕҫченĕсем ҫакнашкал пулăшăва ăсатнă. Пĕлетĕп, Донбасс ҫыннисем пулăшăва хапăл тусах йышăнасса», - тенĕ вăл.  

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче, Мускавпа Донбасса ҫыхăнтаракан чукун ҫула 90 ҫул каялла хута янине асăннă. «Паян, чăнласах та чылай ĕҫ туса ирттернĕ. Депутатсем йывăра лекнисене тĕрев парас тесе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ», - палăртнă вăл.  

Хальхи вăхăтра «Пĕрле» Чăваш Енĕн аталанăвĕн ырă кăмăллăх фончĕн счетчĕ ҫине ачасене пулăшу пама 12,6 млн тенкĕ пухăннине палăртнă вăл, финанс ыйтăвĕпе ҫыхăннă ĕҫе республикăри предприятисемпе организацисем, влаҫ тытăмĕнче ĕҫлекенсем хапăл тусах хутшăннине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  регионти пиншер шкул ачи салтаксем патне ăшă саламсем ҫырнине, ӳкерчĕксем хайланине, Улатăр тăрăхĕнче пурăнакан Анатолий Михайлович Подгорнов, тыл ĕҫченĕ, 95 ҫулти ватă 400 пин тенкĕ пулăшу панине ырă тĕслĕхе палăртнă. Ҫавăн пекех Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 90 ҫулхи Белова Мария Федоровна тыл ĕҫченĕ 50 пин тенкĕ парса пулăшнине те каланă.  «Кун пек тĕслĕхсем тата та пур. Вĕсем ырă ĕҫе хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ, йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас тесе ырми-канми вăй хураҫҫĕ», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Олег Николаев.



04 мая 2022
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter