«Нумай нациллӗ Раҫҫей халӑхĕ, пуян культурӑпа тата ӗмӗрхи йăла-йĕркесемпе пуянскер, йывӑрлӑхсемпе кирек-епле чӗнӗве те парăнтараять», - тенĕ Олег Николаев

«Нумай нациллӗ Раҫҫей халӑхĕ, пуян культурӑпа тата  ӗмӗрхи йăла-йĕркесемпе пуянскер, йывӑрлӑхсемпе кирек-епле чӗнӗве те парăнтараять», - тенĕ Олег Николаев

Шупашкар хулинче 35 пин ытла ҫын Ҫуркуннепе Ĕҫ уявне халалланă демонстрацине тухнă.  Хулари предприятисемпе организацисенчен, обществăлла пĕрлешӳсенчен, тĕрлĕ политика партийĕсенче тăрăшакансем хулан тĕп урамĕпе ушкăн-ушкăннăн хаваслă юрă-кĕвĕ ҫеммипе янăравлăн пĕрне-пĕри савăк кăмăл парнелесе утнă. Утса тухнă хыҫҫăн, Хĕрлĕ тӳремре уяв митингĕ тата концерт пулнă.

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николав мероприятине пухăннисене ăшшăн саламланă. Республикӑра пурӑнакан ҫынсен ӗҫри ӑсталӑхне тата яваплӑхне пула хальхи Чӑваш Енре ҫавӑн пекех экономикӑра, ял хуҫалӑхӗнче, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата ҫул-йӗр строительствинче, социаллӑ сферӑра пӗлтерӗшлӗ ул­шӑнусем пулса иртнине палăртнă вăл хăйĕн саламĕнче. Пирӗн ӗҫ коллективӗсен ҫирӗплӗхӗ тата тачӑ пӗрлӗхӗ кирек мӗнле тӗллеве те татса пама  пултарассине асăннă.

«Ҫав тери паха та ҫутă уяв. Йăла-йĕркесене тытса пыни пĕлтерĕшлĕ. Уявăн тӗп паттӑрӗ кирек-хăҫан та ӗҫ ҫынни пулнӑ –  ҫӗршыв тата республика ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуракан мӗнпур ҫынна пысӑк тав сӑмахӗсем каламалли лайӑх май», –  тенĕ вăл. Паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕнче тĕрлĕ професси ҫыннисене, ĕҫри паттăрлăхсемшĕн кулленех чыслатпăр. Чăваш Республикин экономикине, пуласлăхне пысăк тӳпе хывнисене тав сăмахĕсем калатпăр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Чӑваш Еншӗн ӗҫ теми уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн халӑх питӗ  тӑрӑшуллӑ пулнине тата ӗҫе яланах тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине пурте пӗлеҫҫӗ. Нумай историкпе этнограф чӑвашсен ӗҫченлӗхне, вӗсен хушшинче ӗҫ тӗлне пӗлмесӗр ҫапкаланса ҫӳрекенсем пулманнине пӗрре кӑна мар нацин тӗп палли вырӑнне хурса палӑртнӑ.

«Пирӗн республикӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи кун-ҫул страницисем ӗҫри паттӑрлӑхпа ҫырӑнса юлнӑ. Ахальтен мар кӑҫал пирӗн тӗп хуламӑр – Шупашкар хули – Май уявне пуҫласа «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» шутӗнче кӗтсе илет. Пирӗн аслӑ йӑхташӑмӑрсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ чухне тылра чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. «Хӳтӗлев чиккисене тунисене пуҫ тайса» мемориала эпир кӑҫал ҫулла Тыл ӗҫченӗн кунӗнче уҫатпӑр», – тенĕ Олег Николаев сăмаха ҫавăрса.

«Мăн асаттемĕрсен ĕҫ паттăрлăхне ĕмĕр астумалла. Вĕсем пек пулма, тăрăшса ĕҫлемелле. Кун пек чухне ҫитĕнӳ пуласси те часах. Кирек-епле йывăрлăха та парăнтарайратпăр.  Уяв ячĕпе тепĕр хут», - тенĕ Олег Николаев.

«Пире паян пĕрле ĕҫлеме, пĕрле пулма пĕлни пĕрлештерет. Пурсăмăра та пехил парса хăварнă аттесемпе асаттесен ырă йăли-йĕркисем ĕмĕр чĕресенче упранĕҫ», – тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăйĕн саламĕнче мероприятине пухăннисене саламланă май, Раҫҫей ҫыннисемшĕн уяв чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăнине каланă. «Чăвашрессовпроф» профсоюзсен организацийĕсен Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн Председателĕ Анатолий Коршунов хăйĕн саламĕнче, уявра яланхи пекех ĕҫ паттăрĕсене сума сунса, вĕсене хаваслă лару-тăрура саламлама йышăннине палăртнă. Ĕҫре хисепе тивĕҫнисем яланах мухтавлă пулнине каланă.   Раҫҫейри профсоюзсен Федерацийĕ авточупу йĕркеленине, вĕсен лозунгĕ тăнăҫ пурнăҫшăн, ĕҫшĕн пулнине, ҫĕршыв Президентне, унăн пуҫарăвĕсене ырласа яланах пĕрле, тăнăҫ пурнăҫшăн тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă.     



04 мая 2022
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter