Аслă Çĕнтерӳ кунне анлăн паллă тăвĕç

Аслă Çĕнтерӳ кунне кăçал Чăваш Енре анлăн уявлама палăртаççĕ. Ял-хуласенче яланхи пекех вăрçă хирĕнче пуç хунă салтаксене асăнса, тылра ырми-канми вăй хунисене сума сунса, вăрçă ветеранĕсене чыс туса митингсем йĕркелĕç. Шупашкарта вара уявăн тĕп ĕçĕсем Çĕнтерӳ паркĕнче тата Хĕрлĕ тӳремре пулса иртĕç. Çĕнтерӳ кунне халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен чылай маларах пуçланĕç. Район-хуласенче митингсемпе уяв программисем йĕркелĕç. Хĕрлĕ тӳремре вара çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче 10:00 сехетре çамрăк патриотсене курма пулĕ. Вĕсем ача садне çӳрекенсемпе çамрăк армеецсен парадне хутшăнĕç. Палăртнă акци Чăваш Енре кăçал 7-мĕш хут иртĕ. Вăл 2500 ытла çынна пĕрлештерĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ вара Шупашкарта «Çĕнтерӳ» Мемориал паркĕнче, 10:00 сехетре, Вилĕмсĕр çулăм патне чечек çыххисем хунинчен пуçланĕ. Кăнтăрла, 12:00 сехетре Республика тӳремĕнче Шупашкар гарнизонĕн пин ытла çынран тăракан пĕрлехи полкĕ, техникăпа хĕç-пăшалăн 100 ытла единицинчен йĕркеленекен механизациленĕ колонни иртĕ. 13:00 сехетре республика çыннисем Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерӳ парачĕн тепĕр пайĕ 15:00 сехетре Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕн лапамĕнче иртĕ. Вăл ташлама кăмăллакансене «Çĕнтерӳ Вальсĕнче» пĕрлештерĕ. Акцие çамрăксемпе пĕрлех аслă ăру çыннисем те хутшăнма пултараççĕ. Ташă хусканăвĕсене вĕренме ятарлă репетицисем ирттереççĕ. Тĕплĕнрех ун çинчен Интернет уçлăхĕнче #ВальсПобедыЧебоксары хештэгпа шыраса тупма, пĕлме пулать. 19:00 сехетре Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Чăваш Ен çыннисемпе сумлă хăнасем валли йĕркеленĕ концерт пулĕ. 21:00 сехетре вара тӳпере Çĕнтерӳ салючĕ кĕрлĕ. Уява пĕтĕмпех Чăваш Ен наци телевиденийĕн тӳрĕ эфирĕнче курма пулĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче халăх транспорчĕ çĕрле 12:00 сехетченех ĕçлĕ, çапах та уяв пынă тапхăрта вырăн-вырăн çулсене хупĕç. Çакна та палăртмалла, Çĕнтерӳ кунне килекен кашни çыннах тимĕр шыракан ятарлă хатĕр урлă тĕрĕслесе кĕртĕç. Çавăн пекех, Шалти ĕçсен министерствин управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, уява курма килекенсен пĕрле шыв тата ытти шĕвек кĕлĕнчисем, апат çимĕç илсе кĕме юрамасть. Çак тата ытти чару хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă. 



НТРК
05 мая 2022
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter