Хытă савăннă
«Катюша», «Смуглянка», «Çĕнтерӳ кунĕ». Чăваш Ен тĕп хулинчи Иван Яковлев проспектĕнче вăрçă юррисем шăранчĕç. Вĕсемпе кунта пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Агриппина Яновича çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунĕпе саламларĕç. Çĕнтерӳ кунĕ – хумхануллă уяв. Кăçал ăна 77-мĕш хут паллă тăватпăр. Çапах та кашни ветераншăн пĕрремĕш Çĕнтерӳ кунĕ чи кĕтни пулнă. 1945-мĕш çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Агриппина Яновичăн халĕ те куç умĕнчех. Çĕнтерĕве вăл Кенигсберг çывăхĕнчи Пилау хулинче кĕтсе илет.
АГРИППИНА ЯНОВИЧ: «Пире эпир çĕнтернĕ тесе пĕлтерчĕç те командирсем эпир питĕ савăнтăмăр. Пĕр-пĕрне ыталаса, чуп туса, сиксе шутсăр хытă савăнтăмăр. Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илсе савăннине сăмахпа калама та май çук». Агриппина Алексеевна Элĕк районĕнч Тури Татмăш ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 16 çулта çеç пулнă. Малтанах ашшĕне, унтан икĕ пиччĕшне фронта илсе кайнă. 1942-мĕш çулта Агриппина Алексеевна та фронта каять. Санитар ĕçне вĕренсе тухса вăл миçе салтак пурнăçне çăлса хăварман-ши? Курск пĕккинчи çапăçăва хутшăннă. Хăй те икĕ хут суранланнă. АГРИППИНА ЯНОВИЧ: «Аслисем киле-киле саламлаççĕ те мĕнле савăнмалла мар. Шутсăрах хытă савăнтăм, паян та мĕнле хытă савăнтăм». Саламлама килнисене Агриппина Янович сывлăх тата таса тӳпе сунчĕ. Тăван çĕршыва юратма, йывăр вăхăтра ăна хӳтĕлемеллине каларĕ