«Тĕрленĕ Раççей картти» сайт ĕçлеме пуçларĕ

Тĕрлĕ регионпа нацие пĕрлештерекен ырă пуçару. Чăваш Ен йĕркеленĕ «Тĕрленĕ Раççей картти» проект малаллах пырать. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен тĕрĕ ăстисем регионсенчен илсе çитернĕ ĕçĕсене пĕр пире пĕрлештерес енĕпе ĕçлĕç. Пулас карттăн пайĕсене камсем тĕрленĕ? Ĕçре вĕсем мĕнле хатĕрсемпе тата çĕвĕ мелĕсемпе усă курнă? Çак тата ытти ыйту хуравне «Тĕрленĕ Раççей картти» сайтра пĕлме пулĕ. Информаци ресурсне Чăваш Енри культура министерствипе Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви хатĕрленĕ. Сайтра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕн тĕрри-эрешĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене, çавăн пекех алă ĕçĕн ăстисем янă видеосаламсене федераллă округсене уйăрса вырнаçтарнă. Ĕçре усă курнă çĕвĕ мелĕсемпе тĕссене тата хăш-пĕр вăрттăнлăхсене те уçса пама манман маçтăрсем. Хальлĕхе сайт 100 проценчĕпех хатĕр мар-ха, йĕркелӳçĕсем ăна кунран-кун пуянлатса пырĕç. КРИСТИНА МАЙНИНА: «Эпир IT-кубсен хастарĕсемпе пĕрле викторинăсемпе конкурссем йĕркелеме шутласа хунă. Эпĕ вĕсене ĕçе хутшăнма сĕнтĕм, хастарсем хаваспах килĕшрĕç. Карттăна аудиосаспа пуянлатас шухăш пур. Калăпăр, пĕр-пĕр регионăн пускăчи урлă тĕрленĕ картта çинчен, çав регион çинчен тата эрешсем çинчен каласа панине итлеме пултăр. Ман шутпа, çамрăксемшĕн интереслĕ пулмалла». «Тĕрленĕ Раççей карттине» çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче курма пулĕ. Унпа Наджда Бабкинăпа «Вырăс юрри» ансамбль паллаштарĕç.



НТРК
06 мая 2022
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter