Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Радиовӑн тата ҫыхӑнӑвӑн мӗнпур отраслӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Радиовӑн тата ҫыхӑнӑвӑн мӗнпур отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун эпир ҫӗршывра тата тӗнчере пулса иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен вӑхӑтра пӗлтерсе тӑракан, обществӑри информаци тематикине йӗркелекен тата пӗр-пӗринчен аякри ҫынсене пӗрлештерекен ӗҫченсене чыслатпӑр.

Ҫыхӑну енӗпе паракан хальхи пулӑшу ӗҫӗсен юрӑхлӑхӗ, патшалӑх тӗллевӗсене татса парассин тухӑҫлӑхӗпе социаллӑ сфера тӑрӑмӗ, апла пулсан, республика экономикин ҫирӗп аталанӑвӗпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхӗ те нумай чухне сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсенчен килет.

Патшалӑх радиохыпарлавӗ мӗн йӗркеленнӗренпех пирӗн регион пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш Енре паян 14 радиостанци ӗҫлет, вӗсенчен кашниех хӑйне евӗрлӗхӗпе  палӑрса тӑрать тата вӗсене радио итлекенсем чӑннипех юратаҫҫӗ.

Республикӑри ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен отраслӗнче чӑн-чӑн ӑс­таҫӑсем вӑй хураҫҫӗ. Сирӗн ырми-канми ӗҫӗре пула Чӑваш Енӗн чи инҫетри кӗтесӗсенче те мобильлӗ ҫыхӑнупа интернет пур, патшалӑх паракан пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курма та меллӗрех пулса пырать.

Паян эпир цифра технологи­й­ӗсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусен умӗнче тӑратпӑр, пи­рӗн республикӑра вӗсем ҫитес ҫулсенчех пулса иртмелле. Асӑннӑ улшӑнусене пурнӑҫа кӗртессинче информаципе ҫыхӑну ӗҫченӗсене тӗп  вырӑн уйӑрса панӑ.

Хӑвӑр ӗҫӗре тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн тата пултаруллӑ пулнӑшӑн сире пӗ­тӗм чунтан тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                     Олег Николаев

 



07 мая 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter