Шупашкар Ҫӗнтерӳ кунне уявлать!

Паян Шупашкар Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ турӗ. Хӗрлӗ тӳреме пухӑннӑ хула ҫыннисемпе хӑнасене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

"Ҫак кун 77 ҫул каялла Совет халӑхӗ пӗр пулса фашизма ҫапса аркатнӑ. Эпир ҫакӑ яланлӑхах тесе шухӑшланӑ. Раҫҫей салтакӗн паян каллех пӑшал тытса нацизма хирӗҫ кӗрешме тивет, хальхинче Украина территорийӗнче. Раҫҫей салтакӗ яланах хӑйне тата ытти халӑха тӑшманран хӳтӗленӗ, халӗ те ҫавах», - терӗ вӑл. Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма чӑваш те пысӑк тӳпе хывнине, кашни ентеше асра тытнине палӑртрӗ.

Ҫар техникин парачӗ хӑйӗн илемӗпе, хӑвачӗпе тыткӑнларӗ. Чи малтанах унта параппанҫӑсем, ҫар ҫыннисем, курсантсем, кадетсем, ҫӑлавҫӑсем, ШӖМ ӗҫченӗсем тата ыттисем утса тухрӗҫ. Ҫар техникин колонни те курӑмлӑ пулчӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата хальхи техникӑна куракансем хавхалансах сӑнарӗҫ. Парада байкерсем вӗҫлерӗҫ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тылра ачасем, хӗрарӑмсем колхозсенче, заводсенче ырми-канми вӑй хунӑ, хӳтӗлев чиккисем тунӑ. Вӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. 2021 ҫулта Шупашкар Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули ята тивӗҫнӗ. 2 ҫул хушши аслӑ шкулсенчи тата хула шкулӗсенчи шырав отрячӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен пурнӑҫне тӗпченӗ. Паян вӗсем «Вилӗмсӗр полк» акцие тыл ӗҫченӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе тухрӗҫ.



Хыпар
09 мая 2022
17:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter