Олег Николаев ҫамрӑк армеецсен Парадĕнче: "Раҫҫейпе Чӑваш Ен пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра", - тесе каланă

Олег Николаев ҫамрӑк армеецсен Парадĕнче: "Раҫҫейпе Чӑваш Ен пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра", - тесе каланă

 Йăлана кĕнĕ тăрăх, Ҫĕнтерӳ кунĕ умĕн «Парад дошколят и юнармейцев» акци пулнă. Чăваш Республикин тĕп хулинче Хĕрлĕ тӳремре ача садне ҫӳрекенсемпе пĕр тан ҫамрăк армеецсем парада тухнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев парада уҫнă май, республикăри ачасемшĕн, уйрăмах парада хутшăнакансемшĕн, вăрҫă ҫулĕсенчи паттăрсен ҫĕнтерĕвĕ ĕмĕр асра юлассине палăртнă.   

«Ҫак кунсенче Раҫҫей нацизма хирӗҫ тӑрать. Ҫавна май паянхи мероприяти тата пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Ҫиччӗмӗш хут кĕҫĕн ҫулсенчи ачасен Парачĕ Шупашкар хулинче иртет. Ҫак мероприятие йӗркелекенсене чӗререн тав тӑватӑп, унта хутшӑнакан ачасемпе мухтанатӑп. Шанатӑп, ыранхи кун, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра", - тесе палӑртнӑ Олег Николаев.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ачасене ырланă, лайăх вĕренекенсене мухтанă, спортпа туслисене ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă.  Ачаран паттăр пулсан, ӳлĕмрен ӳссе ҫитĕнсенсен йывăрлăхсене те тен парăнтарма лайăхрах пулассине асăннă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче, ачасенчен нумайăшĕ хăйсен асламăшĕсене аслашшĕсене те курса ĕлкĕрейменнине палăртнă. Вăрҫă ҫулĕсем пирки  вĕсем вĕсенчен ыйтса та пĕлейменнине асăннă. «Паян йĕркеленĕ мероприятисем туслăха ҫирĕплетеҫҫĕ. Тăван ҫĕршывашăн, республикăшăн, тăван хуламăршăн мăнаҫланма май параҫҫĕ», -  тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов ачасене ăс паракансене мухтаса тав тунă, ҫитĕнекен  ăрăва патриотизмла воспитани панăшăн мухтанă. Сăмах май, 2015 ҫулта Пĕрремĕш Парада 700 ача хутшăннине пĕлтернĕ.  Халăх кăтарту ҫав тери пысăк, ачасем хапăл тусах мероприятине хутшăнни куҫ кĕретех.    Совет офицерĕсен Союзĕ обществăлла организацийĕн регионсен хушшинчи Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ, Центральнăй Совет организацийĕн пайташĕ, подполковник Юрий Бусов ачасене ăнăҫу суннă, шкулта лайăх вĕренме, Тăван ҫĕршыва парăнса пурăнма каланă. Хăйсен вăйне, пурнăҫне шеллемен паттăрсен ятне ĕмĕр аса тытма хушнă.

Мероприятине Раҫҫей Геройĕ Евгений Борисов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш ЕНри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин хутшăннă.     

Кăҫалхипе акци 7-мĕш хут иртнĕ. Пĕтĕмпе 2500 ача хутшăннă парада. Палăртма кăмăллă, ытти ҫулхипе танлаштарсан кăтарту самай пысăк.   



11 мая 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter