Олег Николаев экономикӑна аталантарма бюджет укҫи-тенкине илсе ҫитерес ӗҫе хӑвӑртлатма чӗнсе каланă

Олег Николаев экономикӑна аталантарма бюджет укҫи-тенкине илсе ҫитерес ӗҫе хӑвӑртлатма чӗнсе каланă

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин республика бюджечĕн 2022 ҫулхи  I кварталти бюджет пурнăҫланни пирки отчета ҫирĕплетнĕ.  Пĕрремĕш кварталăн ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин республика бюджечĕ 4,3 млрд тенкĕ профицитпа пурнăҫланнă. Хыснана налуксенчен тупăш 8,3 млрд тенкĕ пуҫтарăннă, кăтарту пĕчĕк мар, 2021 ҫулхипе танлаштарсан 11,7 процент чухлĕ пысăкрах.

Бюджета планпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыни, влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсене палăртнă мероприятисене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пыма хистенине, тепĕр тесен хăвăртлăха та ӳстерсен вырăнлă пулассине чĕнсе каланă вăл.  

«Ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне контрактсем епле пурнăҫланнине тишкерĕпĕр, маларах палăртса хунă регламентпа килĕшӳллĕн йышăнусем туса хăварăпăр. Пирĕн тĕллев – укҫа-тенкĕне хăвăртрах экономикăна аталантарса вăй илсе пыма куҫарса пырасси. Ҫулталăк тĕлне палăртнă ĕҫсене пурне те туллин пурнăҫа кĕртмелле.  Палăртса хунинчен маларах та ĕҫлесе пырсан тата та аванрах пулнă пулĕччĕ», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика бюджетне харпăр хăй тупăшĕ лайăх пуҫтарăннине хыпарланă, палăртса хунă ĕҫсем туллин  пурнăҫланнине пĕлтернĕ вăл. Чăваш Республикин республика бюджечĕ 2022 ҫулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17,0 млрд танлашать. Вăл шутран харпăр хăй тупăшĕ - 8,3 млрд, кăтарту каллех пысăк, 2021 ҫулхи ҫак тапхăртипе пăхас пулсан 11,7 процент нумайрах.   

Чăваш Республикин республика хыснине ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне налуксенчен  8,0 млрд пуҫтарăннă, 2021 ҫулхи ҫак тапхăртипе илес пулсан ӳсĕм 12,1 процент пысăк пулни куҫ кĕретех.

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 2022 ҫулта пĕрремĕш кварталта 12,7 млрд тенкĕпе танлашать, социаллă культура сферине – 10,1 млрд тенкĕ тăкакланă.  



11 мая 2022
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter