Олег Николаев Мухтав Монуменчӗ умне чĕрĕ чечексем хунă

Олег Николаев Мухтав Монуменчӗ умне чĕрĕ чечексем  хунă

 Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 77 ҫул ҫитнине палăртса Шупашкар хулинчи «Ҫĕнтерӳ» Мемориаллă комплексра  чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă.

«Иртнине асра тытса, чăннине пĕлсе эпир яланах тĕрĕс ҫул-йĕр суйласа илме пултаратпăр. Раҫҫей халăхĕн паттăрлăхне, унăн йăли-йĕркине ĕмĕр упрăпăр. Енчен те эпир ӳлĕмрен те ҫапла тĕрĕс ҫул-йĕрпе пырсан, Тăван ҫĕршывăмăра тата та вăйлăрах юратма, малалла ҫирĕппĕн утса, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пултарайратпăр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Мухтав монуменчĕ умне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕ Евгений Борисов, Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ  Григорий Сергеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Чекесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Олег Кортунов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин  чечексем хунă.  

Паттăрсене сума сунса, пуҫ тайма ветерансем, тыл ĕҫченĕсем, республикăри ҫар комиссарианчĕн представителĕсем, офицерсем, тĕрлĕ парти членĕсем, обществăлла организацисен ĕҫчешĕсем, Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакансем чылайăн пухăннă.

Ҫĕнтерӳ кунĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче 12:00 сехетре парад пуҫланнă.  13 сехетрен пуҫласа хулари тĕп вулавăшран пуҫласа Республика тӳремне ҫитиччен «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм Раҫҫейри акцине хутшăнма кăмăл тунисем колоннăпа тĕп урампа утнă.   

Чăваш Ен Наци телекуравĕ тӳрĕ эфирта палăртнă мероприятисене халăха кăтартса пынă,  сурскийрубеж.рфГТРК «Чувашия» , «Вконтакте», «Одноклассники»  сайчĕсенче те  мероприятисене пăхма условисем туса панă.    

Кашни хулара, районта çак кун пысăк мероприятисем иртнĕ. Бессметрный полк – тĕп хуламăрта анлă сарăлнă. Шупашкар – ĕç мухтавĕн хули. Çĕнтерӳ парачĕ Шупашкарта Республика тӳремĕнче паха иртнĕ. Хула проспекчĕпе Шупашкар гарнизонĕн пин ытла çынран тăракан пĕрлехи полкĕ, техникăпа хĕç-пăшалăн  ҫĕр ытла единицинчен йĕркеленекен механизациленĕ колонни иртнĕ. 1945-мĕш çулта пирĕн халăх хамăр çĕршыва кăна мар, пĕтĕм тĕнчери халăха хăтарнă. Çавăнпа вăл пирĕншĕн питĕ паллă.



11 мая 2022
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter