Олег Николаев Рустам Минниханов «Kazan Summit» тата чӑвашсен "Уяв" мероприятине пыма йыхравланине йышӑннă

Паян Хусанта кӳршӗллӗ регион ертӳҫисен тĕл пулăвĕ пулса иртнĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов икӗ регион хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас ыйтăва сӳтсе явнă. Экономикăра, культурӑпа вĕренӳ ӗҫĕнчи ҫыхăнусене анлăлатасси, пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки калаҫнӑ.
Тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ асăну медальне парса чысланă, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн ĕҫтешне Тутарстанра чăваш диаспорине аталанса пыма тĕрев панăшăн тав тунă.
«Чăваш Енпе Тутарстан Республикине географи тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕринпе кӳршĕллĕ пулни кăна ҫыхăнтарса тăмасть. Наци хутшӑнӑвӗсемпе культура та тачă ҫыхăнура. Икĕ регионта та диаспора ĕҫне ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пыраҫҫĕ. Тĕп тĕллевĕмĕр - ку таранччен пулса иртнине пăсмасăр-улăштармасăр çĕнĕ ăрăва культура эткерлĕхĕпе паллаштарасси. Пĕрлехи проектсенчен чи пĕлтерĕшли – культура пайĕпе ҫыхăннă, Атăлҫи хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланӑ объекта хута ярасси. Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çынсен паттăр ĕçне сăнарлакан объектпа мăнаçланмалла. Паян пирĕн куçăмăрсем умĕнче пулса иртекен пулăм çитес ăрусемшĕн чăн-чăн пуянлăх пулса тăрĕ. Пысăк ĕҫе Тутарстан Республики хапăл тусах йышăнчĕ, ĕҫе хастар хутшăнать. Пуласлăхра тата та пысăк проектсем пур. Икĕ региона пĕрлештерсе тăма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ĕҫлесе пурăнма, йăла-йĕркесене ăша хывса ламран-лама куҫарма Атăл тăрăх курса ҫӳремелли туризм маршучĕ уҫăлни те паха», – тесе каланă Олег Николаев.
Тутарстан Республикин Президенчĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхне ТАССР йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ патшалăх наградине парса чысланă.
«Эпир Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 ҫул ҫитнине палăртатпăр, унта ӗҫлесе Ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшнă ҫынсене мухтаса тав сăмахĕсем калатпăр. Тыл ĕҫченĕсем ҫав ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн тĕллев – паттăрсене яланах асра тытасси, ҫитĕнекен ăрăва вĕсем пирки тӗплӗн каласа парасси», – тенӗ Рустам Минниханов.
Тутарстан Республикин Президенчĕ суту-илӳпе экономика ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, регионсен хушшинчи таварсен ҫаврăнăшне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пăхса тухнă. Вăл палăртнă тăрăх, таварсен ҫаврăнăшĕ хальлĕхе 8 млрд тенкĕпе танлашать. Калăпăр, Тутарстан пирĕн тăрăха йывăр таварсем турттармалли автомашинăсем, топливо, бензин, тĕрлĕ удобрени, кантăк, апат-ҫимĕҫ таварĕсем, хими таврашĕ тата ыттине те ăсатать. Чăваш Республикинчен кӳршӗ региона пылак ҫимĕҫ, атă-пушмак, сантехника хатĕрĕсем, строительство материалĕсем тиесе ӑсатаҫҫĕ.
«Эпир сирĕнпе ӳлĕмрен те тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хавас», – тенĕ Рустам Минниханов. «Туслӑ ҫыхӑнӑвӑн чи пĕлтерĕшлӗ ҫул-йӗрӗсем йышĕнче – вĕренӳпе наука, сывлăх сыхлавĕпе туризм тата ытти проектсем», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Чăваш Ен Пуҫлăхне чăваш ҫӗрӗнче тутар халăхне, обществăлла организацисене аталанса вăй илсе пыма лайӑх майсем туса панӑшӑн тав тунă. Сăмах май, хăйсем патĕнче те чӑвашсене пурăнма тата ĕҫлеме лайӑх майсем йӗркелеме тӑрăшнине пĕлтернĕ.
Рустам Минниханов регионта 1993 ҫултанпа чăваш халӑхӗн йăли-йĕркипе ҫыхăннă «Уяв» ирттернине хыпарланă. Тутарстан Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаева хăйсем патне уява ҫитме йыхравланă. Кăҫал асӑннӑ уяв утă уйăхĕнче иртет. Республикăра ҫу уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче уяв мероприятийĕсене ирттерме палăртса хунă. «Раҫҫей – Ислам тĕнчи» ятлă стратегилле ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕ пулать. Кунсăр пуҫне «Раҫҫей – Ислам тӗнчи: Kazan Summit» халăхсен хушшинчи экономика саммичĕ иртет. Палăртнă мероприятисене Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева та пыма чĕннĕ. Хисеплесе йыхравланăшăн тав туса Олег Николаев икĕ мероприятие те ҫитме шантарнă.
Тăшмана пирĕн тăрăха çитме парас мар тӗллевпе тарăн окопсем чавнӑ чухне хăйсен сывлăхне шеллемесӗр ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе пĕве çитмен çамрăксене халалласа «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон ирттернĕ. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш Республикипе Тутарстан Республикисем пĕрле йĕркеленĕ. Тутарсемпе чăвашсем ĕмĕр-ĕмĕрех туслă пурăннă. Тăшмана хирĕç те çумма-çумăн тăрса кĕрешнĕ, йывăрлăхсене парăнтарнă, тылра та пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Паянхи кун та çак туслăха упратпăр. Малашне те килĕшӳпе çураçура пурăнар тесе каланă ертӳҫĕсем.
Икĕ регион пĕр-пĕринпе туслăн та килĕштерсе ĕҫлет, паха проектсене пурнăҫа кӗртессишĕн ырми-канми вăй хурать. Паян республикăра марафон кӑтартӑвӗсене пĕтĕмлетеҫҫĕ. Хусанти федераци университетĕнче наукăпа практика конференцийĕ пулса иртнĕ. Тутарстанри Г. Тукай ячĕллĕ патшалăх филармонийĕнче икĕ регионăн пултарулăх ушкăнĕсем куракансене уяв концерчĕпе савăнтарĕҫ.