Олег Николаев шкулсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавне ҫӗклессипре ҫыхăннă ҫӗнӗ йăлана пурнăҫа кĕртессине хапăл тусах йышăннă

Олег Николаев шкулсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавне ҫӗклессипре ҫыхăннă ҫӗнӗ йăлана пурнăҫа кĕртессине хапăл тусах йышăннă

 «Эпир сирĕнпе паян  ҫĕршыв Президенчĕн тепĕр пуҫаруллă ĕҫĕн свидетелĕ пулса тăтăмăр. Ялава ҫĕклени, шкулсенче гимн юрлани ҫав тери мăнаҫлă.. Палăртнă символсем пире пĕр чăмăра пухăнма, пĕр-пĕриншĕн яваплăха туйма, ҫĕршывăмăрăн мăнаҫлăхне ҫирĕплетеҫҫĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫĕнĕ пуҫаруллă йĕрке Шупашкар хулинчи 59-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта старт илнĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунă салтаксене асăнса ятарлă кĕнекен хайланса тухнă, ăна  пуҫласа вăл кун презентациленĕ.  

Ҫĕршыв ялавĕ патриотизм туйăмне вăйлатма витĕм кӳрет. Тăван ҫĕршыва хисеплеме, пĕрлĕхре пулма вĕрентет. Малтанласа ялава ҫĕклеме ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнчен  пуҫласа тата гимн юрласси ҫинчен  пуҫарăва  Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ĕҫ министрĕ Сергей Кравцев каланă.  Ку ырă пулăма чи  пуринчен те малтан Чăваш Республики хапăл тусах йышăннă.  Кашни эрне пуҫламăшĕнче шкулсенче ачасемпе пĕрле гимн юрласси йăлана кĕрĕ. Шкул ачисем Раҫҫей тата Чăваш Ен ялавне ҫĕклĕҫ, ҫĕршыв  тата Чăваш Республикин гимнне юрлĕҫ.  Ҫирĕм ҫул каялла Чăваш Республикин Астăвăм Кĕнеки пичетленсе тухнă.  Ку палăртнă тапхăр хушшинче чылай ĕҫ пурнăҫланă. Шупашкар хулинче 2020 ҫулта шкул ачисемпе вĕрентекенсем сахал мар материал пухнă.

Олег Николаев ачасем тата шыравҫăсем тĕпчесе пухнă материалсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. «77 ҫул каялла пулни пирĕн чĕресенче тарăн йĕр хăварчĕ.  Эпир паттăрсене ĕмĕр упратпăр», - тенĕ вăл. Историре ҫырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раҫҫей патшалăхĕн хăватне ҫирĕплетме тата ят-сумне ҫĕклеме хавхалантарать.

Нацизма ҫапса аркатнă, тăван ҫĕре ирсĕр тăшманран хӳтĕлесе хăварнă пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ - фашизма ҫĕнтернин палли. Паян 77 ҫул каялла аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем пек Донбаса тата мирлĕ халăха нацистсенчен хӳтĕлекен Раҫҫей салтакĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Эпир кашни кун ҫĕнĕ паттăрсен - ятарлă ҫар операцийĕ вăхăтĕнче паттăрлăхпа тата харсăрлăхпа палăракан салтаксемпе офицерсен - ячĕсене илтетпĕр.

Проектăн тĕп тĕллевĕ – Чăваш Республикин хыпарсăр ҫухалнă паттăрĕсене тупса палăртасси. Астăвăм Кĕнекинчи ятсене, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин паттăрĕсене ĕмĕр чĕресенче упрасси. Паттăрсене сума сунса вĕсен вил тăприсене палăртса, тăванĕсене пырса ҫӳреме, пуҫ тайма майсем тăвасси.   Ҫӳлерех палăртнă кĕнекене 639 салтакпа командирсене кĕртнĕ. Кĕнекене 300 экземплярпа пичетлесе кăларнă.     

Кĕнекене презентациленĕ чухне шкул ачисем тата шыравҫăсен ертӳҫисем хăйсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарнă. Хыпарсăр ҫухалнă салтаксен тăванĕсем пирки хăйсен шухăш-кăмăлне каласа кăтартнă.   

Вилнисен тăванĕсем шкул ачисене, шыравҫăсене тав тунă, паттăрсен ырă ячĕсене Кĕнекене кĕртме витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.  «Манăн аннен тăватă пиччĕшĕ пулнă.  Вĕсем пурте вăрҫăна кайнă, унтан каялла таврăнман, хыпарсăрах ҫухалнă. Волонтерсене пула, пĕр пиччене тупса палăртнă. Вăл аманнă пулнă, Тверь облаҫĕнче ăна пытарнă», - тесе пĕлтернĕ  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин паттăрĕн Жолобов Александр Абрамовичăн мăнукĕ. 

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче аслашшĕпе асламăшĕ пирки хыпарсене тупма май килни пирки каласа кăтартнă. «Ҫав   тери мăнаҫлăх ҫуратать чĕрере. Куҫул тăкмасан та май ҫук. Ĕмĕр вĕсем асăмра. Вĕсем усал тăшмана парăнтарса, пире мирлĕ пурнăҫ парса хăварнă», - тенĕ вăл. 

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева шкул ачисене тав тунă, вĕрентекенсем ҫак ĕҫе тивĕҫлĕ шайра туса пынăшăн ырланă. «Ҫакнашкал  мероприятисене ачасене хутшăнтарни патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать. Вĕсем хăйсен аслашшĕсемпе асламăшĕсем пирки тĕплĕнрех хыпарсене тĕпчесе пĕлме те тăрăшаҫҫĕ. Историре ҫырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раҫҫей патшалăхĕн хăватне ҫирĕплетме тата ят-сумне ҫĕклеме хавхалантарать», - тенĕ депутат. Раҫҫей ялан мăнаҫлă пулнă, малалла та ҫаплах пулать. Кун пирки ҫирĕппĕн каланă пурте.    

 

 



11 мая 2022
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter