Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Парачӗ тата "Вилӗмсӗр полк" акци иртнӗ

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Парачӗ тата "Вилӗмсӗр полк" акци иртнӗ

Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Республика тӳремĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 77 ҫул ҫитнине палăртса парад иртнĕ.

Митинга пухăннисене Ҫĕнтерӳ кунĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă. «77 ҫул каялла ҫак куна календаре кĕртсе хăварнă. Совет халăхĕ пĕрлĕхре пулса тăшмана ҫĕнтернĕ.  Эпир ку усал вăрҫă пĕтрĕ тесе шутланăчч. , анчах та, кăлăхах , усал тăшмана каллех хирĕҫ тăма тиврĕ , Украина территорийĕнче пирĕн салтаксем мирлĕ пурнăҫшăн , тăшмана хирĕҫ тăраҫҫĕ. Эпир ҫакӑ яланлӑхах тесе шухӑшланӑ. Раҫҫей салтакӗн паян каллех пӑшал тытса нацизма хирӗҫ кӗрешме тивет, хальхинче Украина территорийӗнче. Раҫҫей салтакӗ яланах хӑйне тата ытти халӑха тӑшманран хӳтӗленӗ, халӗ те ҫавах», - тесе каланă вăл. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма чӑваш те пысӑк тӳпе хывнине, кашни ентеше асра тытнине палӑртнă.

 

Ҫар династийĕн представителĕ, отставкăри полковник Геннадий Арестархович Егоров ҫитĕнекен ăрăва ҫирĕп пулма чĕнсе каланă. «Эсир паян сумлăн утатăр. Сирĕн сассăра ыттисем те янăравлăн илтччĕр. Украинăран пуҫласа Польша таранах, Прибалтика тăрăхĕнче те пĕлччĕр эпир пуррине», - тесе каланă ветеран.  «Тăван Ҫĕршывăмăра, аннене юратăр, вĕсене упрама пĕлĕр», - тесе хушса каланă вăл. Эпир пур чухне, пирĕнтен уйрăлса кайнисем ĕмĕр чĕрĕ асăмра пулĕҫ тесе палăртнă Геннадий Арестархович.  

Шупашкар хулинчи 4-мĕш лицейре вĕренекен 10-мĕш класс ачи  Артак Арефьев ҫитĕнекен ăру ячĕпе Тăван ҫĕршывăна Аслă вăрҫин ветеранĕсене хĕрӳллĕн тав тунă.

«Эпир Раҫҫейĕн ачисем. Хамăрăн асаттесемпе мăн асаттерсем тăшмана хирĕҫ ҫапăҫса пуҫ хунине пĕлетпĕр. Тылра та йывăр пулнă. Ҫĕнтерĕве ҫывхартма ҫăмăлах пулман. Чылай халăх вăхăтсăр хăйсен пурнăҫне татнă. Пурнăҫа упрама, тăнăҫ пурнăҫшăн ĕҫлесе пурăнма шантаратпăр. Пысăк тав сире. Паттăрсем пирĕн чĕресенче ĕмĕр асра!», - тенĕ вăл.

Торжествăлла митинга Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин 60 ветеранĕ хутшăннă. Пĕр самантлăха шăплăха тытнă хыҫҫăн, Росгвардийĕн Управленийĕн оркестрĕ янăранă.  Ҫар техникисем парада тухнă. Пĕтĕмпе паллă пулăма 1200 ҫын хутшăннă. Ҫар техникин парачӗ хӑйӗн илемӗпе, хӑвачӗпе тыткӑнланă. Чи малтанах унта параппанҫӑсем, ҫар ҫыннисем, курсантсем, кадетсем, ҫӑлавҫӑсем, ШӖМ ӗҫченӗсем тата ыттисем утса тухнă. Ҫар техникин колонни те курӑмлӑ пулнă. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата хальхи техникӑна куракансем хавхалансах сӑнанă. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тылра ачасем, хӗрарӑмсем колхозсенче, заводсенче ырми-канми вӑй хунӑ, хӳтӗлев чиккисем тунӑ. Вӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. 2021 ҫулта Шупашкар Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули ята тивӗҫнӗ. 2 ҫул хушши аслӑ шкулсенчи тата хула шкулӗсенчи шырав отрячӗсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен пурнӑҫне тӗпченӗ. «Вилӗмсӗр полк» акцие тыл ӗҫченӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе тухнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мероприятине хутшăннă. «Эпир сахал мар йывăрлăхсене парăнтарма пĕлтĕмĕр. Пĕрле малашне те хар тăрса ĕҫлеме тăрăшăпăр. Пирĕн вăй пĕрлĕхре», - тесе палăртнă Олег Николаев.

Акцине 27 пин ытла ҫын хутшăнма кăмăл тунă. Кăҫал Донбасран килнисем те мероприятине хутшăннă, вĕсем Совет Союзĕн Геройĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене алра тытса халăхпа пĕрле утнă.

 

 



11 мая 2022
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter