Чӑваш Енпе Тутарстан "Тылри паттӑрлӑх" регионсен хушшинчи марафона пĕтĕмлетнĕ

Чӑваш Енпе Тутарстан "Тылри паттӑрлӑх" регионсен хушшинчи марафона пĕтĕмлетнĕ

Тăшмана пирĕн тăрăха çитме парас мар тӗллевпе тарăн окопсем чавнӑ чухне хăйсен сывлăхне шеллемесӗр ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе пĕве çитмен çамрăксене халалласа «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон ирттернĕ. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш Республикипе Тутарстан Республикисем пĕрле йĕркеленĕ. Хусан тата Сăр хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалласа пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕн 11-мĕшĕччен Чăваш Республикипе Тутарстан Республикинче ятарлă марафон иртнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Тутарсан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов финал концертне ҫитсе килнĕ, унта хăнасемпе пĕрле  Габдулла Тукай ячĕллĕ Тутарстан патшалăх филармонийĕнче пулнă. Палăртма кăмăллă, ертӳҫĕсемпе пĕрле Чечен Республикин культура министрĕ Айшат Кадырова та пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионсен хушшинче иртнĕ марафонăн пĕлтерĕшĕ чăнласах та, пысăк пулнине каланă. «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕрлĕхех историне кĕрсе юлнă. Вĕсене хăй вăхăтĕнче, тен ҫителĕксĕр таран та тимлĕх уйăрма май килмен пулĕ.  Паянхи пурнăҫ таппинче паттăрлăх уйрăмах вырăнлă. Пирĕн мăн асаттемĕрсем, асаннемĕрсем пире мирлĕ пурнăҫ парса хăварассишĕн ырми-канми вăй хунă. Хăйсене шеллемесĕр, ватти-вĕтти тылра тăрăшнă, Ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн яваплăха туйса ĕҫленĕ», -  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи. Олег Николаев Тутарстан Республикипе Чăваш Республикинче пурăнакансене пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă, марафон ĕҫне хастар хутшăннăшăн чыс та мухтав тесе палăртнă. «Пĕрлĕхре вăй. Паянхи пурнăҫри йывăрлăхсене те татса парассинче пĕрле пулса парăнтарма пĕлме тăрăшмалла», - тесе хушса каланă вăл.      

Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов йĕркелӳҫĕсене тав тунă, хӳтĕлев чиккисене тăвасси ҫăмăлах мар пулнине асăннă. Территори питĕ анлă пулнă, пур-пĕрех тыл ĕҫченĕсем Марий Эл, Чăваш Ен тата Тутарстан Республикинче пурăнакансем пĕрле хар тăрса тăрăшнă.      

 Рустам Минниханов хăйĕн сăмахĕнче паян та асаттесемпе асаннесен ырă пуҫарăвĕсене тĕпе хурса, пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлесе пыма пĕлмеллине каланă. «Тăшмана парăнтарас тесен, пурин те хар тăмалла, йывăрлăхсенчен хăрамалла мар, май пур таран парăнтарма пĕлмеллине каланă. Пирĕн пĕр чăмăра пухăнса, хар тăрса пире хирĕҫле кĕрешекенсене ҫĕнтермелле», - тесе палăртнă вăл.

Марафон кӳршĕллĕ республикăсенче ҫичĕ районта анлăн иртнĕ. Тутарстан Республикипе Чăваш Республикинче мероприятисем ҫав тери анлă та ҫӳллĕ шайра иртнĕ.  

«Тылри паттăрлăх»  регионсен хушшинче иртнĕ патриотла марафона хутшăннисене, пысăк ăсталăхпа палăрнисене наградăсем парса чысланă.

Тутарстан Республикин Президенчĕн Тав ҫырăвне илнисен йышĕнче:   

Алендеева Ольга Петровна – Чăваш Республикинче Куславкка районĕнче Аслă Куснарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта истори учителĕ пулса ĕҫллекенĕ;  

Козлов Федор Николаевич – Чăваш Республикин Культура министерстви ҫумĕнчи  Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕн ҫумĕ;

Матросов Максим Юрьевич – Чăваш Республикин Культура министерстви ҫумĕнчи Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ;

Меньшикова Ирина Петровна –  Чăваш Республикин Культура министерстви ҫумĕнчи Чăваш наци музейĕн директорĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 ҫул ҫитнине палăртакан асăну медальне парса чысланă:

Вĕсем йышĕнче:

Калимуллин Айрат Азатович – Тутарстан Республикинче Кайбицкий районĕнче Старочечкабскийĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕҫлекен директор;

 Мифтахова Алсу Равилевна – Тутарстан Республикинче йăла-йĕркене упрассипе тата культурăна аталантарса пырассипе ĕҫлекен ресурс центрĕн патшалăх учрежденийĕн директорĕ;  

Мударисова Миляуша Амировна – Тутарстан Республикинчи Патшалăх камернăй хорĕн ертӳҫи тата дирижерĕ;

Хохлов Анатолий Сергеевич – Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнчи обществăлла ĕҫсене хутшăнакан, краевед.

И.Тукай ячĕллĕ Тутарстанри патшалăх филармонийĕнче икĕ регионăн пултаруллă ушкăнĕсем куракансене чаплă концерт парнеленĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ ««Сурский Рубеж. Помни. Знай. Не забывай» курав парнеленĕ. Ăна пултарулăх ушкăнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Грантне тĕпе хурса паха представлени хатĕрленĕ.



12 мая 2022
11:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter