Наци проекчĕсен мероприятийĕсене пурнăҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирĕплетнĕ
Регион проекчĕсемпе килĕшӳллĕн мероприятисене пурнăҫа кĕртме 2022 ҫулта кăрлач-ака уйăхĕсенче пĕтĕмпе тăватă миллиардлăх контрактсем алă пусса ҫирĕплетнĕ. Палăртса хунинчен кăтарту пысăкрах, мĕнпур калăпăшран 70,2 процентпа танлашать.
Кун пирки конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин Чăваш Республикинчи ертӳҫи Надежда Колебанова Стратегиллĕ аталанупа проектсен ĕҫ-хĕлне тишкерекен канашăн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ыйтусене татса пама хăвăртрах майсем шыраса тупма чĕнсе каланă. «Кунта икĕ ҫул-йĕр пур. Пĕр енчен эпир регион шайĕнче ыйтăва уҫăмлатма пултаратпăр, тепĕр енчен илес пулсан централизациленĕ майпа таварсене туянма пултарайратпăр. Федераци кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене илсе ҫитерме витĕм кӳрейрет. Пурне те хăвăрăн палăртнă ыйтусемпе ĕҫсене хăвăртлатса пурнăҫа кĕртсе пыма хушатăп», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.
Канашлура ҫавăн пекех наци проекчĕсемпе ĕҫлессине, вĕсем пирки хыпарсене халăх патне епле ҫитерсе пынипе пыманни пирки те ыйтăва пăхса тухнă. Чăваш Республикин цифра министрĕн ҫумĕ Юлия Стройкова хăйĕн сăмахĕнче наци проекчĕсемпе ҫыхăннă хыпарсене халăх патне илсе ҫитерессипе кăтарту лайăх пулнине хыпарланă, Раҫҫейри регионсем хушшинче хисеплĕ вырăнта пулнине асăннă. Ытти чухнехинчен самай ҫӳлти шая хăпарнине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. 2022 ҫулхи пуш уйăхĕн кăтартăвĕсене илес пулсан 12-мĕш вырăнта тăрать республика, ҫулталăк каялла кăтартăва пăхас пулсан, ун чухне 41-мĕш вырăнта ҫеҫ пулнă.
«Палăртнă тытăмра ĕҫлеме пуҫланăранпа ку кăтарту чи лайăххисенчен пĕри тесен те йăнăш мар», – тесе каланă министр ҫумĕ. Федераци шайĕнче те сахал мар ырă хыпарсем пичетленсе тухнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Олег Николаев пресс-турсем ирттерме, вĕсенче блогерсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене те хутшăнтарма чĕнсе каланă. «Паллă, чи курăмлисенчен пĕри – наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута каякан объектсенче мероприятисене йĕркелесе пыни. Район хаҫачĕсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле, вĕсем те халăх патне ырă хыпарсене вăхăтра тата туллин илсе ҫитереҫҫĕ», – тенĕ вăл.
«Енчен те эпир наци проекчĕсем пирки сăмах пуҫартăмăр пулсан, пĕрле хар тăрса, хыпарсене калăпласа халăх патне илсе ҫитерме тăрăшар. Тепĕр чухне хăш-пĕр ҫынсем район хаҫачĕсенче мĕн ҫырса пĕлтерни пирки ытларах та кăсăкланса вулани куҫ кĕретех», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Пуҫлăх.