Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫĕ
«Пирĕн патăмăрта Пĕтĕм Раҫҫейри ача-пăча фольклориадине Чăваш Енре ирттерме йышăнни чыс та мухтав. Çĕртме уйăхĕн 23-27–мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш фольклориада иртет. Халиччен пулманччĕ-ха унашкал мероприяти пирĕн çĕршывра. Пурсăмăра та яваплăха туйма хистет. Мероприяти ачасене ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫма май парать, паха опытсемпе те паллашма меллĕ. Тепĕр тесен, хамăрпа та паллаштарма аван. Вăл пулăм Республика кунĕн уявне илем кӳртет. Пурсăмăрта мероприятине хапăл тусах кĕтетпĕр», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ май.
Пĕтĕм Раҫҫейри ача-пăча пĕрремĕш фольклориади Шупашкарта пулать. РФ Культура министерстви, халăх пултарулăхĕн Раççей патшалăх çурчĕн тата ЧР Правительствин вăйĕпе йĕркелекен ача-пăча уявне – фольклориадăна – 78 регионти 10-17 çулсенчи ачасем хутшăнĕç. Палăртса хунă тăрăх, вăл мероприятине 1100 ача-пăчасемпе ҫамрăксем хутшăнма кăмăл тунă. Программа питĕ пуян: ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнипе тата хупнипе çыхăннă пысăк концертсем, халăх тумĕсем тăхăнса Шупашкар урамĕпе утни, ятарлă лапамсенче концертсем кăтартни, ăсталăх класĕсем йĕркелени, туслăх вăййине тăни тата ытти те.Хăнасем республикăри музейсемпе, туризмпа çыхăннă центрсене çитсе курĕç, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашĕç. Пĕр сăмахпа каласан, чăвашсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрекен майсене курса ĕненĕҫ.
«Пысăк калăпăшпа пулакан чаплă мероприяти Раҫҫейри тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăннине, унăн пуян йăли-йĕрки пуррине ҫирĕплетет. Паллă, ачасем хăйне евĕр илемлĕ, вĕсен пултарулăхĕ пурсăмăра та «тыткăна» илесси пирки те иккĕленместпĕр», – тенĕ Олег Николаев. Сăмах май, ăна Петербургра иртекен Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 15-18–мĕш кунĕсенче кăтартса парсан та вырăнлă пуласса чĕнсе каланă.
В.Д. Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăхĕн Раççей патшалăх çурчĕн директорĕн çумĕ, ЮНЕСКО ĕҫĕсен Раҫҫей Федерацийĕн комиссийĕн ҫумĕнчи культура еткерлĕхне упраса пыма витĕм кӳрекен РФ Комитечĕн яваплă секретарĕ Андрей Беляев Олег Николаева проекта хапăл тусах йышăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Раҫҫей Федерацийĕнче культура еткерлĕхĕн ҫулталăкĕнче палăртнă Пĕтĕм Раҫҫейри ача-пăча пĕрремĕш фольклориади тĕп мероприятисенчен пĕри пулса тăмалла», – тесе каланă вăл. «Ҫĕртме уйăхĕнче Чăваш Ен ҫине мĕнпур ҫĕршыв халăхĕ пысăк тимлĕх уйăрĕ», – тесе хушса каланă ертӳҫĕ.
Пĕтĕм Раҫҫейри ача-пăча фольклориади «Культура» наци проекчĕпе тӳр килет. Ăна йĕркелекенĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерстви, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Содействие развитию культуры и массовых коммуникаций "Культурный регион» коммерциллĕ мар организаци.
Проектăн партнерĕсем: В.Д. Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăхĕн Раççей патшалăх çурчĕ тата Раҫҫейри халăхсен культура центрĕ.