Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗ 25 ҫул тултарнине палӑртрӗ

Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗ 25 ҫул тултарнине палӑртрӗ

Cap.ru Портал йĕркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă.  

«Портала  пуҫарса янă чухнехи тĕллевсем паянхи кун та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕҫ форми улшăнать, ӗҫ-хӗл майӗсем йышланаҫҫĕ, пур пĕрех унăн миссийĕ – тĕрĕс те актуаллă хыпарсене халăха вăхăтра пӗлтерессишĕн ырми-канми тӑрӑшасси – тĕп вырăнта тăрать. Халăх сирĕн ĕҫе пысăка хурса хаклать. Эсир хатӗрленӗ материалсене кăсăклансах вулать. Хыпарсене вăхăтра ҫырса пĕлтерни анчах мар, вĕсене кирлӗ пек хайлама та пĕлетĕр. Ку вара чи пахи. Чăваш Республикинче влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансен ĕҫне хакламалли уҫă тытăм йĕркелесе паратăр. Эсир юратнă халăхшăн яваплăха туйса, таса чунпа ĕҫлетĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Республикăра анчах мар, ҫĕршывра та анлă сарăлнă  Сap.ru Портал. Ăна пуҫарса янăранпа 25 ҫул ҫитнĕ. Чăваш Енĕн тĕп сайчĕ историре ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнă. Влаҫ органĕсен интернет-ресурсĕн рейтингĕнче пĕрре мар чи ăнăҫлă та лайăх ĕҫлекен вунă сайт йышне кĕнĕ. Портал ĕҫне ҫынсем яланах пысăка хурса хаклаҫҫĕ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Портала пуҫарса яракансене: Николай Федоровпа унăн командине – Наталья Володинăна, Дмитрий Назипова тата ыттисене те мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Портал паянхи пурнăҫ таппипе шайлашуллӑн ĕҫленине палăртнă, ăна профессионалсем упраса, паянхи технологисен витĕмлĕхĕпе усă курса кунран-кун лайăхлатса пынине те каланă. Цифра  трансформацийĕн рейтингĕнче Чăваш Ен чи лайăх ĕҫлесе пыракан 20 субъект йышĕнче.  Уйрăмах цифра технологийĕ сывлăх сыхлавĕнче, физкультурăпа спортра, культурăра анлă пурнăҫа кĕрсе пырать. Ҫĕршывра пирĕн республика ку енпе чи лайăх вунă регион йышне кӗрет.

«Сайта хатĕрлекенсем, ăна хыпарсемпе тивĕҫтерсе тӑракансем Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе пĕрре мар палăрнине палăртма кăмăллă.  Ҫакӑ пирĕн республикăри специалистсен пысăк вӑй-хӑват пуррине ҫирĕплетет. Тĕллев – ҫитĕнӳсене упраса хӑварасси, малашнехи ҫӗнӗ ӳсӗмсемшӗн ҫине тăрса тата яваплăха туйса хавхаланса ĕҫлесси», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Хальхи Портал ĕҫне тивӗҫтерекенсене, ăсталăха ӳстерсе пысăк кăтартусемпе палăрнисене Николай Федоров сенатор саламланă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче асăннă ресурс мĕнпур тытăмсене пĕр чăмăра пухма, пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе ĕҫлеме вĕрентнине каланă. Халăхпа уҫҫăн калаҫма та тĕрлĕ май пур. Кирек-епле ыйтăва та татса пама аван.  

Паянхи мероприятине хутшăннисене Чăваш Республикин цифра аталанӑвӗн министрĕ Кристина Майнина саламланă. Портал пирки ыйтăм хатĕрленине, халăхăн шухăш-кăмăлне палӑртакан пĕтĕмлетӳ хатĕрленине те каланă.

Интернет-ресурс ҫав тери пысăк калăпăшлă. Вӑл 700 ытла сайта пӗрлештерет. Кашни кун пĕлтерĕшлĕ те актуаллă хыпарсем пичетленсе тухаҫҫĕ сайтсенче. Саккунсем пирки те вăхăтра пӗлтерсе тӑраҫҫĕ Порталта. Пĕр сăмахпа каласан, республикăра тата унăн тулашĕнче пулса иртекен мĕнпур мероприяти ҫинчен вăхăтра вуласа пĕлме аван унта. Сăн ӳкерчĕксем те чылай, видеосем те пур, кирлĕ пулсан вӑл е ку ҫӗнӗлӗх ҫинчен халăх чăвашла та вуласа пĕлме пултараять. Кунсерен сайта 50 пин ытла ҫын  кĕрсе тĕрлĕ хыпарпа паллашать.   



13 мая 2022
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter