«Ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнисен шучĕ ҫулсерен чаксах пырать», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнисен шучĕ ҫулсерен чаксах пырать», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Хальхи вăхăтра республикăра ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнисем  2,5 пин ытла ача пурăнать. Палăртмалла, юлашки пиллĕк ҫул хушшинче ку кăтарту самай чакнă тесен те йăнăшах мар пулĕ. Тин ҫеҫ тăлăха юлнисен кăтартăвĕ 15 процента ҫити пĕчĕклени те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. 2021 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республики ытти регионсемпе танлаштарсан чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 20 субъект йышне кĕнĕ.

«Паллă, кун пек пысăк ҫитĕнӳ патшалăх тимлĕх уйăрнине кура пулса пырать пулĕ. Ача пур ҫемйесене чылай тĕрев куҫать патшалăх енчен. Кăтарту та ҫук мар», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев мероприятине пухăннисем умĕнче тухса калаҫнă май. Палăртмалла, кăҫалхипе республикăри форум тăххăрмĕш хут иртет регионта.

«Раҫҫей Президенчĕ чылай кирлĕ пек  йышăнусем туса хăварать тăлăхсене пулăшма. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемйесене, ачасене, ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсемсĕр юлнисене кулленех патшалăх енчен тĕрев параҫҫĕ. Чăваш Республикин Правительстви укҫа-тенкĕсене тĕллевлĕ тата вăхăтра куҫарса парать ҫӳлерех палăртнă категорири ҫынсене. Тепĕр тесен, республика енчен те чылай хушма пулăшу уйăраҫҫĕ. Ачасем лайăх аталанса пыччĕр тесе, тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнччĕр тесе мĕнпур мероприятисене вăхăтра тата туллин йĕркелесе пыратпăр», - тесе палăртнă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева йĕркелӳҫĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Тăлăхсене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнине асăннă. «Ырă чĕреллĕ ҫынсем, ачасене хăйсен ҫейине илсе, вĕсене ыттисемпе пĕр тан пурнăҫа юратса пурăнма, тарăн пĕлӳ илме вĕренсе пыраҫҫĕ», -  тенĕ вăл.  

Тăлăхсене усрава илнĕ ҫемйесене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерме тĕрлĕ мерăсем пăхса хăварнă. Кашни уйăхра пособи тӳлеҫҫĕ, Федераци тата республика бюджетĕнчен кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕҫтерсе пыраҫҫĕ. Палăртмалла, кашни ҫемйене сăнаса тăракан ятарлă психологсем пур. Ҫĕнĕ ҫемйесене вырнаҫсанах ачасене кулленех тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме пикенеҫҫĕ, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма та витĕм кӳреҫҫĕ.

Кăҫал тăлăха юлнă 300 ытла ачана валли ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама 488 млн тенкĕ уйăрса хăварнă. Кăтарту ҫулсерен ӳссех пырать. Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче пирĕн республикăра пуҫласа социаллă тĕрев парас тесе тăлăхсене валли ҫурт-йĕр туянма сертификат парса пулăшаҫҫĕ. 23 ҫултан иртнисем ку пулăшăва илме пултараҫҫĕ. Ырă пуҫару федерацин Атăлҫи округĕнче ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă. Паянхи куна илес пулсан, ашшĕ-амăшĕсен хӳттисемсĕр тăрса юлнă, 23 ҫултан иртнĕ ҫамрăксенчен 19-шĕ асăннă тĕревпе усă курма та ĕлкĕрнĕ.  

Ашшĕ-амăшĕсен хӳттисемсĕр тăрса юлнисене пулăшу парассипе ĕҫлекен Ассоциацийĕн пуҫарăвне тĕпе хурса,форума 2014-мĕш ҫултан пуҫласа йĕркелесе ирттереҫҫĕ.    

«Пирĕн ĕҫ чăвашсен ырă йăли-йĕркипе «ниме» майĕпе пулса пырать. Тăлăхсене пĕрле пĕр чăмăра пухăнса, пулăшусемпе тивĕҫтерсе пыма тăрăшатпăр. Ҫемйесене тăлăхсене вырнаҫтарса пырассинче те витĕм кӳме тăрăшатпăр», - тесе каланă Ассоциацийĕн Председателĕ Тахир Мирджапаров.     

2022 ҫулта республика форумне Пĕтĕм тĕнчери ҫемйесен кунне халалласа ирттернĕ. Палăртнă мероприятине республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен ятарлă представительсем килсе ҫитнĕ. Кӳршĕллĕ регионсем те хапăл тусах йышăннă мероприятине, вĕсем те пирĕн тăрăха ҫитнĕ. Обществăлла организацисенче тăрăшакансем чылайăн пухăннă мероприятине.

Ҫемйесен пĕлтерĕшне тата та лайăхрах ӳстерес тесе, паха ĕҫ опычĕсене анлăрах сарас тĕлĕшпе районсемпе хуласенче тĕрлĕ мероприятине пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ, калăпăр: «Ҫемье  ăшши» тата ытти хăш-пĕр пулăмсем анлăн пурнăҫа кĕнĕ. Вĕсен паха ĕҫ опычĕ яланах ыттисемшĕн тĕслĕхре. Ăмăртусенче мала тухнисене яланхиллех  ертӳҫĕсем наградăсем парса хавхалантарнă.

Палăртнă кун мероприятипе килĕшӳллĕн, консультаци уйрăмĕсем те курăмлă ĕҫленĕ, ачасене валли тĕрлĕ мастер-классем, аттракционсем, шоу программăсем пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, ачасене валли канма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратнă.  

 

Архив фотографий с церемонии вручения Благодарностей Главы Чувашской Республики 



16 мая 2022
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter