Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамĕнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамĕнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ

Кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче пулакан ĕҫлĕ планеркăра Шупашкар хулинчи Граждански урамĕнче автомашина ҫулне реконструкцилессипе ҫыхăннă ыйту пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртнă объект ҫинче подрядчика хăй ĕҫне тивĕҫлĕ шайра пурнăҫлама,  «Дорисс»  ПАОна ĕҫ графикне пăхăнса йĕркелесе пыма чĕнсе каланă.  

«Ир-ирех асăннă объект ҫинче ĕҫлекенсем ҫук.  Ку паллă, подрядчик хăй ҫине шанса илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламанни. Ирхине транспорт сахал чухне, шăпах та ĕҫлеме аван. Вĕсем вара каярах юлса ĕҫе кӳлĕнни, тепре чухне транспорта чăрмав кӳни те часах. Икĕ сменăпа ĕҫлесен вырăнлă. Тепĕр тесен, ҫуллахи тапхăрта виҫĕ сменăпа та тен ĕҫлеме ирĕк илме юрĕ. Кирлĕ пулсан, кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатса пама май пур», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.   «Ҫĕрле ĕҫлесен аван - паллах кĕрлеме юрамасть, шăплăха та тытмалла. Ҫывăхри ҫуртсенче пурăнакансене валли те чăрмавсем кăларса тăратма юрамасть», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Олег Николаев объект ҫинчи строительство ĕҫне кирлĕ пек шайра тĕрĕслесе тăманнине те асăрхаттарса хăварнă кирлĕ пек служба ĕҫченĕсене.  «Кунта асăннă объект пирки кăна сăмах пымасть, ытти объектсем ҫинче те строительство ĕҫĕсене тарăн тишкермелле, кăлтăксем кăларса тăратма юрамасть, ҫитменлĕхсене ҫийĕнчех пĕтерсе, графикпа килĕшӳллĕн палăртса хунă ĕҫсене туса пымалла. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи ҫулсене юсав ирттернĕ чухне те тимлĕ пулмалла, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене вăхăтра тата туллин пурнăҫлама тăрăшмалла», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Тĕрĕслевпе асăрхав службисен кăҫал 400 ытла обхекта тимлĕх уйăрмалла. Чăваш Республикин Транспорт министерстви ҫумĕнчи «Чăвашупрдор» Чăваш Енри организацине регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле килĕшсе ăҫлеме, объектсенчи строительство ĕҫĕсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.

 



16 мая 2022
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter