Чăваш Енре Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Енре Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Енре Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕнче кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ятарлă хушу панă.

Калаҫу ку хутĕнче саккунсăр майпа пулă таврашне тытса тирпейлесе сутакансен ĕҫĕ-хĕлĕ пирки пырать. Шыв рессурсĕсемпе ҫыхăннă ыйтусем ҫине те тимлĕх уйăрмаллине палăртнă комиссийĕн ларăвне пухăннисем.

«Ыйтăва регион шайĕнче тарăн тишкерсе, кирлĕ пек мерăсем пăхса хăвармалла. Ятарлă служба ĕҫченĕсен яваплăхĕсене те тепĕр хут пăхса тухсан аван.  Тепĕр тесен, ĕҫ хучĕсене йышăнса, вĕсене ҫирĕплетсе хăварсан лайăх.  Пĕр сăмаха каласан, йĕркесене пăхăнмасан, саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарни те вырăнлă пулĕ» , - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.

Саккун базине пăхса тухса, ҫĕнĕ йышăнусем тума ятарлă ĕҫ ушкăнне тума палăртатпăр.  Вĕсен йышне Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствинче, Шалти ĕҫсен министерствинче вăй хуракансене, Республикин Ҫут ҫантлăк министерствинче тăрăшакансене те кĕртсе хăвармалла. Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – йĕрке пăсакансен таварĕсене тупса палăртсан, вĕсене ятарлă тапхăр хушшинче упрама май паракан вырăнсене хатĕрлесси. Тĕрĕслев вăхăчĕ тепĕр чухне, самай тăсăлса каять, таварсем вара часах юрăхсăра тухасси те часах пулма пултарать.   

Россельхознадзор час-часах тĕрĕслевсем ирттерет, «Меркурий» ФГИС мониторинг тунă чухне ветеринари енчен ĕҫ хучĕсене туллин хатĕрлеменнине тупса палăртнă. Мĕнпур таварсенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ валли кăна кирлĕ пек ĕҫ хучĕсем пулнă. «Пулăҫăсен пулă тытнă хыҫҫăн тӳрех ветсанэкспертиза тухмалла.  Кун пек ятарлă уйрăмсем кашни районта пур. Енчен те ветеринарсем кирлĕ пек справка параҫҫĕ пулсан, кайран вара таварсене пасарта та сутма ирĕк пур. Тепĕр тесен, туянакан та тӳрех пулă ăҫтан пулнине пĕлме пултарайрать», - тесе каланă Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертӳçи Алексей Палькин.

Комиссийĕн ларăвĕнче тепĕр ыйту ҫине   - обществăлла апатлану вырăнĕсенче кальянсем, электронлă сигаретсем халăха сутма чарасси.   Апатлану вырăнĕсенче пирус таврашĕсене пачах та сутма пăрахăҫламалла. Халăхăн сывлăхне сиен кӳни куҫ кĕретех. «Час-часах ҫынсенчен ҫăхавсем пирĕн патăмăра килеҫҫĕ. Обществăлла апатлану вырăнĕсенче йĕркесĕрлĕх пулмалла мар. Мĕнпур ҫĕрте таса та илемлĕ, апат-ҫимĕҫ ҫиекенсене валли  паха условисем пулмалла», - тесе каланă вăл.  

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн кăтартăвĕсем  тăрăх, йĕркесене пăсакансене пĕтĕмпе пĕр миллиона яхăн  штраф тӳлеттерме йышăннă, вăл шутран ҫула ҫитмен ачасене пирус таврашне сутнăшăн, саккунсене пăхăнмашăн  пĕтĕмпе 220 тенкĕллĕх явап тыттарнă.  

ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Курьянов хăйĕн докладĕнче 2021 ҫулта 43 пин ытла пачка табак халăха саккунсăр майпа сутнине, вĕсен ятарлă акциз марки те пулманнине пĕлтернĕ. Нумайăшне административлă майпа явап тыттарнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Йĕрке пăсакансем час-часах сăлтавĕсене уҫăмлатма тăрăшни те пулкалать.  Тепре чухне вĕсем хăйсене валли имĕш тавара тиенине пĕлтереҫҫĕ. Кун пек суйнине те курма пулать теҫҫĕ специалистсем.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ йышши упаковкăсем хатĕрлеҫҫĕ, дизайнсене те улăштарма майсем шыраса тупаҫҫĕ тесе каланă Чăваш Енри Шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков. Йывăрлăхсем кăларса тăратакан ыйтусене татса парас ĕҫре пĕрне-пĕри ăнланса,  май пур таран вĕсене уҫăмлатса пыма тăрăшмаллине чĕнсе каланă.

 



18 мая 2022
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter