Паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан хăватлă проектсене Чăваш Енре пăхса тухнă

Паянхи пурнăҫ  таппи ыйтакан хăватлă проектсене Чăваш Енре пăхса тухнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле «Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ шухӑшсем»  ятпа стратегиллĕ сесси иртнĕ. Мероприятине пухăннисем 23 паха та кăсăклă проекта пăхса тухнă.  Вĕсене пурне те «Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» (АСИ)  АНОпа  «Росконгресс» Фонд йĕркеленĕ пĕрлехи ятпа хатĕрленĕ форум ĕҫне тăратнă.

«Ҫĕнĕ вăхăта тивĕҫтерекен вăйлă идейăсем проекта АСИ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвне тĕпе хурса пуҫарса яма килĕшнĕ.  Юлашки виҫĕ уйăх хушшинче сахал мар ҫĕнĕ пуҫарусем пирки пĕлетпĕр. Пирĕн тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ шухăшсем тупăнсах пыраҫҫĕ.  Манăн тĕллев вара проект идейине пăхса тухасси кăна мар, регион валли кирлĕ пек майсене тупса вĕсене пурнăҫлама тăрăшасси те. Тепĕр тесен, 2035 ҫулчченхи валли йышăннă Стратеги валли те пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласси куҫ кĕретех. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăй илтерессинче те сахал мар витĕм кӳме пултарассине ĕненетпĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Проектсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫе кӳлĕнме Чăваш Республикин Правительстви хатĕррине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Паянхи пурнăҫ таппишĕн ҫĕнĕ проектсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ»,   тесе хакланă республика Пуҫлăхĕ. Пуласлăхлă пысăк проектсем ҫине тимлĕх уйăрасса, вĕсене регионта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартассине те палăртнă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   

Сăмах май,  «АРП «Витязь» апат-ҫимĕҫ рационĕн йышне  кĕрекен пахча ҫимĕҫе – ҫĕр улмине лартса ҫитĕнтерессипе ҫыхăннă производство проекчĕ пирки те  чарăнса тăнă.  Республикăра та тавара тирпейлесе кăларма май паракан  промышленноҫ производствин ĕҫне пуҫарса ярсан аван пуласса шанса каланă. Тепĕр тесен, ку проектăн ĕҫĕнче паянхи пурнăҫ ыйтакан пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесен шăпах та, вырăнлă пулассине палăртнă вăл.   

Цифра аталанăвĕн тапхăрĕнче искусство интеллекчĕпе ҫыхăннă проектсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, медицинăра анлă усă курма аван. Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем хăмла лартса ҫитĕнтермелли ҫĕнĕ условисемпе ҫыхăннă ыйтусем пирки сăмах пуҫарнă. Тыр-пула пухса илнĕ хыҫҫăн, вăрах тапхăра упрама, ăна ятарлă типĕтсе хатĕрлемелли пысăк технологиллĕ хатĕрсем пирки те чарăнса тăнă ертӳҫĕсем.  Ку хутĕнче анлă ларăва пухăннисем ҫӳп-ҫапа уйрăммăн пухса тирпейлеме май паракан ҫĕнĕ проектсем пирки чарăнса тăнă. Пĕтĕм тĕнче шайĕнче цифра экономикин центрне пуҫарса яма, регион шайĕнче йывăҫ-тĕм лартса ҫитĕнтерме, ытти ӳсен-тăрансене ӳстерме май паракан ятарлă питомник туса ярсан та питĕ паха пулассине палăртнă. Хальхинче те «Руна ҫул-йĕрĕ», «Чăваш Енре ĕҫлесе пурăнма», «Автоаудиогид»,  йывăҫран пухăнакан ытти ăптăр-каптăра пухса тирпейлеме май паракан проектсем пирки канашланă. Республика тулашĕнче пурăнакан шкул ачисене валли нанотехнологи витĕмлĕхне тĕпе хурса ятарлă курс йĕркелесе ярсан питĕ пĕлтерĕшлĕ пулассине асăннă ертӳҫĕсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ проектсемпе ҫине тăрсах ĕҫлеме пуҫламаллине, вĕсем паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах паха пуласса каланă. «Ик-виҫĕ ҫул каялла эпир пурнăҫăн мĕнпур сферинче тĕрлĕ проектсем хатĕрлеме пуҫланă. Пур-пĕрех паянхи ресурссем пирки, вĕсен ҫĕнĕ майĕсем ҫинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Условисем чăнласах та чаплă.  Вăл вăхăтсенче 1-3 миллиард инвестицисем пуласси пирки кăна шухăшланă, пирĕншĕн ҫав тери пысăк кăтарту пек туйăннă. Паян - пурнăҫ пачах та урлăхла, эпир 5-6 миллиардсем пирки сăмахлатпăр. Кун пек инвестици хывни пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать тесен те йăнăш мар пулĕ.  Укҫа-тенкĕне инвестициллĕ проектсен база условийĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăкаклама тăрăшатпăр. Пĕлетпĕр, кĕске вăхăтрах эпир епле ҫитĕнӳсемпе палăрассине.  Ҫĕнĕ проектсемпе хавхаланса ĕҫлени, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас тесе тăрăшни – пурсăмăра та пысăк кăтартусемпе палăрма витĕм кӳрĕ», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

 



18 мая 2022
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter