Сессире пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Паян Шупашкарта "Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ шухӑшсем" стратеги сессийӗ ӗҫлет. Ӑна пӗтӗмлетме республика ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнчӗ. Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине палӑртрӗ вӑл.

Сессие республикӑри бизнес, ҫамрӑксен пӗрлӗхӗсен, предприятисемпе организацисен представителӗсем хутшӑнаҫҫӗ, экономикӑн тӗрлӗ отраслӗпе ҫыхӑннӑ проектсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫак шутра тырӑ типӗтмелли энергие перекетлекен агрегат, шыҫӑ чирӗсене тупса палӑртакан искусственнӑй ӑс-тӑнлӑ "тухтӑр", ҫамрӑксене тӑван регионта тытса хӑварма пулӑшакан проект, хӑмла производствине аталантаракан ҫӗнӗлӗхсем, туризм тата ытти те. Экспертсем вӗсене хак парса малашлӑхра усӑ курма суйласа илӗҫ. Сесси тӗллевӗ шӑпах ҫакӑнта.



Хыпар
18 мая 2022
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter