Чӑваш Енпе Газпромбанк ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарнă май, инфратытӑм объекчӗсем тума май пуррине пӑхса тухнă

Чӑваш Енпе Газпромбанк ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарнă май, инфратытӑм объекчӗсем тума май пуррине пӑхса тухнă

Кун пек йышăнăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа «Газпромбанк» АО пĕрремĕш вице-президенчĕ Алексей Чичкановпа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ чухне пăхса хăварнă.

«Газпромбанкпа пирĕн тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнĕ. Тĕнчери лару-тăрăва шута илсе, паянхи пурнăҫ таппинче пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарса пырасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Раҫҫей Президенчĕ социаллă инфратытăмпа коммуналлă пая ҫĕнетсе пырассипе те пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунине каланă вăл. Регион тĕрлĕ банксемпе, кредитпа тивĕҫтерекен организацисемпе  яланах тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшессе асăннă.   Вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕнче, ачасен канăвĕпе ҫыхăннă объектсене хута ярассипе проектсем кăсăклă пулнине палăртнă Ертӳҫĕ. «Эпир пуринпе те уҫă, ҫĕнĕ условисене те тĕпе хурса ĕҫлеме шутлатпăр. Федераци проекчĕсемпе ĕҫлеме икĕ енлĕ программăсем пăхса хăварсан та паха. Сирĕн пек институтпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени – пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Алексей Чичканов  хăйĕн сăмахĕнче инфратытăма вăй илтерме финанс тĕлĕшĕнчен тĕрев парасси – банкăн тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăнине хыпарланă. «Эпир транспорт инфратытăмне аталантарас ĕҫре пысăк ӳсĕмсемпе палăртăмăр.  ЖКХ пайне те сахал мар укҫа-тенкĕ уйăратпăр, промышленноҫ пайĕпе те курăмлă ĕҫлетпĕр, социаллă тытăмра та чылай проект пур, 30 шкул правительство комиссийĕн витĕр тухнă, вĕсене федераци хыснинчен те сахал мар пулăшупа титвĕҫтереҫҫĕ.   Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ те пирĕн приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур сферăпа тачă килĕштерсе ĕҫлени куҫ кĕретех.    

Олег Николаев палăртнă ыйтусене пăхса тухма шантарнă, Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене хутшăнма пултарассине асăннă. «Паянхи куна калас пулсан, республикăри клиника больницине тума проектпа-смета документне хатĕрлетпĕр. Объекта хăпартма 20 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, транспортсене ҫавра ҫӳремелли объекта та палăртнă, унăн калăпăшĕ те ҫавăн пекрех. Паллă, тухăҫлăха та малти вырăна хуратпăр, тăкака оптимизацилеме пĕлни вырăнлă», - тенĕ вăл.   

Шупашкарти Газпромбанкăн офисĕ ытти регионтисемпе танлаштарсан чи пысăкки шутланать, унта пин ытла ҫын тăрăшать, колл-центрсем паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлеҫҫĕ. «Ҫĕнĕлĕхсене  нумаях пулмасть йышăнса хăвартăмăр. Питĕ тĕрĕс турăмăр тесе шухăшлатпăр. Шупашкарти офис пурсăмăра та кăсăклантарать, унти условисем халăхăн кăмăлне тивĕҫтереҫҫĕ. Пирĕн пулăшусемпе ҫĕршывĕпех усă кураҫҫĕ», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ Алексей Чичканов.



19 мая 2022
18:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter