Чӑваш Енӗн техникипе оборудованийӗ, "симӗс" энергетика Шри-Ланкшăн кӑсӑклӑ пулма пултараҫҫĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫейри Демократиллĕ Социализмлă Республикăн Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Джанита Лиянагпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.
Чăваш Ен пуҫласа Шри-Ланка суту-илӳ тĕлĕшĕнчен килĕшĕве йышăнма палăртать. Республика утрава «симĕс» энергетика, техника таврашне тивĕҫтерме шухăшлать. Шри-Ланка пуласлăхра Чăваш Енре медицина хатĕрĕсене те тăратма план тăвать.
«Куҫсене сиплеме вĕрентекен ятарлă институт пуррипе палăрса тăрать Шри-Ланка, нумай ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Ку ыйтăва сирĕнпе те пăхса тухма пултарайратпăр. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри – Раҫҫейри регионсенче ятарлă центрсен ĕҫне те пуҫарса ярсан аван», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Джанита Лиянаге. Ыйту хăйсемшĕн питĕ кăсăклă пулнине те хыпарланă сумлă хăна.
Пĕр-пĕриншĕн усăллă пуҫаруллă проектсемпе ĕҫлеме хатĕррине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Эсир пирĕн ҫине шанма пултаратăр. Пысăк проект хальхи вăхăтра пурнăҫа кĕртетпĕр. Регионсен хушшинчи реабилитаци центрне хута яма тĕллев лартнă. Вăл центрта халăх хăйсен сывлăхне ҫирĕплетмест кăна мар, чир-чĕрсем хыҫҫăн реабилитаци те тухайрать. Пĕр сăмахпа каласан, сиплев енĕпе тĕрлĕ условисем пулĕҫ», – тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Регионăн аталанăвĕшĕн туризм ыйтăвĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, ку приоритетлă ыйтупа ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма килĕшнине хыпарланă Пуҫлăх.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тытăма тĕрĕслесе тăракан ведомство кирлĕ пек мĕнпур ыйтусемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме, условисем хатĕрлесе тăратма хатĕррине палăртнă.
Шри-Ланк делегаци Чăваш Енре ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, бизнес пĕрлешӳпе те уҫă калаҫусем ирттерме план тунă. Регионти промышленноҫ, туризмпа вĕренӳ сферинчи ҫĕнĕлĕхсене, медицинăри пысăк технологиллĕ хатĕрсене курса хаклама палăртнă. Хăнасем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, «Чувашхлебопродукт» АО, хулари тракторсем тăвакан завода, «Микрохирургия глаза» МНТК ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕнрех паллашнă.
«Пирĕн предприятисем тĕрлĕ техникăпа ятарлă хатĕрсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ, тĕнче шайĕнче кун пирки ытти хăнасем те пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă. Тӳрремĕн курса калаҫни, Чăваш Енĕн потенциалне курса хаклама май парать. Раҫҫейпе Шри-Ланк хушшинчи ҫыхăнусене анлăлатма тата та меллĕрех пуласси те куҫ кĕретех пулĕ», – тесе сăмаха хушса хунă Олег Николаев.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта «Хевел» ГК завод пуррине те пĕлтернĕ хăнасене, вĕсен ĕҫĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине каланă, Раҫҫейре хĕвел энергетикин тытăмĕнче малта пыраканнисенчен пĕри тесе асăннă.
«Эпир пĕлетпĕр Шри-Ланка пысăк калăпăшпа регионтан тĕрлĕ хатĕрсене туяннине. Электротехника тытăмĕ чăнласах та, чаплă аталанса вăй илсе пырать. Тракторсем тăвакан заводсен Концерн предприятийĕсем уйрăмах Чăваш Енре анлă сарăлнă, вĕсем хăватлă техника таврашне калăпласа кăлараҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫейпе Шри-Ланка хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнине палăртнă. Раҫҫейри субъектсем курăмлă аталанса пыраҫҫĕ вĕсен витĕмлĕхĕпе. Кăҫал икĕ ен хушшинчи килĕшӳ йĕркеленнĕренпе шăпах та, 65 ҫул ҫитнине те каланă вăл.
«Пĕр-пĕрин хушшинче туслăх вăй илсе пыни паллă. Пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пыратпăр. Йывăр вăхăтсенче пире Раҫҫей яланах пулăшу панă. Эпир нихăҫан та пĕр-пĕринпе хирĕҫмен, туслă пурăнатпăр. Ĕҫлĕ тĕлпулу тепĕр хут туслăх вăйлă пулнине ҫирĕплетсе панине ĕненетпĕр», – тесе каланă Шри-Ланк посолĕ Джанита Лиянаге.
«Чăваш Ен ҫав тери хăватлă регион, потенциал та сирĕн пысăк. Ĕҫлĕ ҫыхăнусене сармалли тĕрлĕ майсем пур. Экономикăра, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче ҫыхăнусене сарма та аван. Сирĕн кăтартусем пысăк», - тенĕ сумлă хăна.
«Ыйтусене тарăнрах сӳтсе явмалла. Тепĕр хут килме тĕллев лартсан, анлăрах йышпа пухăнăпăр. Бизнесра тăрăшакансемпе пĕрле кăсăклă ыйтусене пăхса тухăпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.