Чăваш Енри Росгвардин республикăри Управленийĕнче вăй хуракансене патшалăх наградисене парса чысланă

Чăваш Енри Росгвардин республикăри Управленийĕнче вăй хуракансене патшалăх наградисене парса чысланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Росгвардире вăй хуракансене, Украинăра ятарлă ҫар операцине хутшăннисене, патшалăх наградисене парса тивĕҫтерессипе ҫыхăннă пулăма хутшăннă, паттăрсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем ĕмĕрлĕхех Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче тăшмансене парăнтарнă тесе шанса пурăнтăмăр. Кăлăхах, тăшмансем тепĕр хут алхасма пуҫланă. Усала хирĕҫ пирĕннисем хар тăрса парăнтарас тесе ырми-канми вăй хураҫҫĕ.   Росгвардинче тăрăшакансем паян та вăл хаяр тăшмана хирĕҫ кĕрешеҫҫĕ, хăйсене шеллемесĕр, Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлес тесе паттăрла ĕҫсем пурнăҫлаҫҫĕ, вырăс ҫарĕсем вăйлă, ҫирĕп, мăнаҫлă пулнине тепĕр хут ҫирĕплетеҫҫĕ.  Пирĕнтен кашни Ҫĕршывăмăра юратать, уншăн парăнса пурăнать, ăна хӳтĕлес тесе тăрăшать. Раҫҫей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫласса, ҫĕнтерӳ пуласса та ĕненетĕп», - тенĕ ум сăмахĕнче Олег Николаев.

Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен яланах чунтан тав туса ӑшпиллӗн калаҫатпӑр. Ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлекен тата ҫӗн­терӗве ҫывхартма витĕм кӳрекенсемпе мăнаҫланатпăр. Паттӑрлӑхне те эпир нихӑҫан та манмӑпӑр.

Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи Командующийĕ Александр Порядин ҫар тивĕҫĕсене яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн паттăрсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, 2-мĕш степеньлĕ «За заслуги перед Отечеством» медаль орденпа чысланă.  Ҫар ҫыннисен чӑтӑмлӑхӗпе хӑйсене шеллеменни паян та пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑнине, хамӑр вӑя шанма хӑват кӳнине каланă.

Ырă кăмăлпа Донбасра пурăнакансем патне тĕрлĕ таварсем ăсатма кăмăл тунă республикăри предприятисемпе организацисене  Тав сăмахĕпе чысланă паллă пулăмра, вĕсен йышĕнче: «НПП «Экра» ТМЯО, «Волгостальконструкция» ТМЯО, «ЧЭАЗ» АО, Банк «ВТБ» ПАО «Т Плюс», концерн «Тракторные заводы».

Раҫҫейĕн Наци гвардийĕнче вăй хуракансене мухтаса тава тивĕҫлĕ наградăсем панă   Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Раҫҫейре кашни ҫемьех хӑйӗн геройне чыслӑн асра упранине асăннă, ҫавӑн пекех  пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх суннă.

Мероприятине пухăннисене Чăваш Енри Росгвардин республикăри Управленийĕнче вăй хуракансенсемпе РФ Наци гвардийĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи Управленийĕн ҫар оркестрĕсем  юрă-кĕвĕ парнеленĕ.



19 мая 2022
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter