Чăваш Республикипе МСП Корпораци регионта предпринимательлĕхе аталантарма май паракан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чăваш Республикипе МСП Корпораци регионта предпринимательлĕхе аталантарма май паракан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ

Ĕҫ документне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа  вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕҫлекен федераци Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Исаевич алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Икĕ ен ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе палăртнă ыйтусене пăхса тухнă, вак тата вăтам предпринимателе аталантарасси пирки канашланă.

Палăртнă килĕшӳ Чăваш Республикинчи бизнес тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса шанса каланă ертӳҫĕсем,  тĕрлĕ мерăсене те анлăлатма май парассине асăннă.  

«МСП Корпораци пирĕншĕн калама ҫук ҫав тери питĕ пĕлтерĕшлĕ партнер. Чылай проектсене пурнăҫа кĕртнĕ, кăтартусем те ҫук мар. Тĕрлĕ сферăра пирĕнпе вĕсем килĕшсе ĕҫлени куҫ кĕретех. Пуласлăх пирки те шухăшламалла. Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен условисене тĕпе хурса, ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма вĕренмелле.  Импорта улăштарассипе уйрăмах тăрăшмалла.  Пĕчĕк тата вăтам бизнес, экономика аталанăвĕн пĕр пайĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, туххăмрах кирек-епле ҫĕнĕлĕхе те хăйне евĕр йышăнать. Пуҫаруллă проектсене, бизнес-идейăсене пурнăҫа кĕртсе пыма ятарлă ҫирĕп йĕрке те пăхса хăварнă, условисем те пур. МСП Корпораци ҫăлкуҫĕсем вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекен ҫынсемшĕн питĕ усăллă. Вĕсем тата ҫитменнине республикăн экономика аталанăвне те пысăк тĕрев параҫҫĕ», - тесе каласа кăтартнă хăй шухăшне Олег Николаев.

Олег Николаев Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлес текенсен йышĕ виҫĕ хут ытла ӳснине пĕлтернĕ.  Паянхи куна илес пулсан, пĕтĕмпе палăртнă сферăра 70 пин субъект. «Вĕсен йышĕ кулленех ӳссе пынине шута илсе, патшалăх енчен тивĕҫтермелли пулăшусен калăпăшне икĕ хут чылайлатнă, 1,5 млрд тенкĕне ҫитернĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Кăҫал виҫҫĕмĕш кварталта республикăра пуҫласа патшалăх енчен пулăшу памалли хушма мера пурнăҫа кĕрĕ, предпринимательсене грант мелĕпе пулăшу парса хавхалантарĕҫ.    

Корпорацийĕн пулăшăвĕпе те усă курма чĕнсе калăпăр предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсене. Ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курма условисем пулĕҫ, МСП.РФ цифра платформин механизмĕ те витĕм кӳресси куҫ кĕретех.

«Паянхи пурнăҫ таппинче бизнесра тăрăшакансене пулăшни паха. Финанс тĕлĕшĕнчен те вĕсене тĕрев пама майсем тупса памалла. Кризиса хирĕҫ ҫăмăллăх условийĕсемпе усă курма пулăшакан виҫĕ программа хута янă. Енчен те предпринимателĕн кредит илме залог бази пулмасан, ытти ҫăмăллăх условисене тĕпе хума тăрăшмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче МСП Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Исаенвич. Килĕшӳ финанс тĕлĕшĕнчен ыйтусене уҫăмлатма витĕм кăна кӳмест, ытти сферăпа ҫыхăннă самантсене - агропромышленноҫ комплексĕнчи таварсене ытти субъектсене илсе ҫитерме предпринимательсене валли ҫирĕп йĕрке туса пама пулăшĕ.

 



19 мая 2022
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter