Предпринимательсен кунĕ ҫывхарса килес умĕн Чăваш Енре Экономикăн Аслă канашĕн ларăвне ирттернĕ

Предпринимательсен кунĕ ҫывхарса килес умĕн Чăваш Енре Экономикăн Аслă канашĕн ларăвне  ирттернĕ

Хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев бизнес представителĕсене ҫывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă, республика тата ҫĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Шăпах та, вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ тăнăҫлă пĕр шай лайăх аталанса пырать, кирек-епле ҫĕнĕлĕх ҫине те туххăмрах тимлĕх уйăрма пĕлет. Вĕсен  паха пуҫарăвне пула, нумай чухне йывăрлăхсенчен вăхăтра тухма май пур. Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлеме пĕлеҫҫĕ, пысăк технологийĕсен витĕмлĕхĕ те куҫ кĕретех вĕсен, таварсене те ҫĕнетсех пыни сисĕнет», – тенĕ Ертӳҫĕ.

Ҫĕршыв Президенчĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайне пысăк тимлĕх уйăрнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Бизнесра тăрăшакансене валли чылай ҫăмăллăх пур, вĕсен прависене хӳтĕлессипе те патшалăх тăрăшать. Юлашки икĕ ҫулта, предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансемпе влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну тарăн  пулса пыни сисĕнет. Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле татса пама тĕрлĕ условисем йĕркеленеҫҫĕ. Тепĕр тесен, патшалăх тĕревне тивĕҫес тесе ҫăмăллăхсем те пăхса хăварнă, ĕҫ докуменчĕсене хатĕрлеме те ансат. Пуҫару аталанăвĕсен агенстви ятарлă цифра платформине йĕркеленĕ, ку тĕлĕшпе самай пулăшу пур бизнесра тăрăшакансене валли.

Финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен РФ Патшалăх Думинчи Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков сăмаха малалла тăснă май, чăнласах та Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне вăй илсе аталанса пыма ҫăмăллăх условийĕсем сахал маррине тепĕр хут ҫирĕплетнĕ. «Юлашки вăхăтра предприниматель пулас текенсен йышĕ ӳссе пыни куҫ кĕретех. Федераци шайĕнче паха программăсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, вĕсен йышĕ самай.  Федераци программисене тĕпе хурса, республика шайĕнче хушма программăсем вăй илсе пыраҫҫĕ. Ҫăмăллăхсене халăх туять, ҫавăнпа та вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлеме кăмăл тăвакансем нумайлансах пыраҫҫĕ», – тесе палăртнă вăл.

Анатолий Аксаков тепĕр ҫивĕч ыйту пирки те чарăнса тăнă. Бизнесра тăрăшакансене кредит каникулĕпе тивĕҫтересси. Сахал мар тĕслĕх, вĕсене ку ыйтупа хирĕҫлени те тепре чухне пулкалать тенĕ вăл. Раҫҫей Президенчĕ йышăнăвне пурте пăхăнсах кайманнине асăннă ертӳҫĕ.

МСП Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Исаевич унăн сăмахне ырланă, чăннипех те йывăр-лару тăрăва лекнисене ҫăмăллăх условийĕсемпе усă курма майсем тупса пама тăрăшмаллине палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, бизнесра тăрăшакансен ĕҫ-хĕлне чăрмавсем кумелле маррине, май пур таран пулăшмаллине, ҫĕршывра кризиса парăнтарас тесе, тĕрлĕ ҫăмăллăх программисене пăхса хăварнине ҫирĕплетнĕ, ку тĕлĕшпе пурĕ виҫĕ программа йышăннине те пĕлтернĕ.

Предпринимательсен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен службăн ертӳҫи Михаил Мамута ҫӳлерех асăннă мĕнпур ыйтусем актуаллă пулнине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ экономикăна аталантарма чылай витĕм кӳнине палăртнă. Социаллă сферăпа экономика вăй илсе хăватланса пытăр тесен, бизнесра тăрăшакансем патне те май пур таран тимлĕх уйăрма тăрăшмаллине асăннă вăл, ыйтусем приоритетлă тесе ҫирĕплетнĕ.

«Эпир хамăр енчен вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансем патне тимлĕх уйăратпăр.  Йывăрлăхсене те чухлатпăр, вĕсене парăнтарас тесе ҫăмăллăх мерисене шыратпăр», – тенĕ вăл.  

  Михаил Мамута  бизнес йывăрлăхсене парăнтарма пĕлнине, мĕн хыҫҫăн мĕн тусан лайăххине те ăнланать тесе каланă.  

«ОПОРЫ РОССИИ» президенчĕ Александр Калинин паянхи кун шăпах та, вăй илсе аталанса пымалли тапхăр тесе асăннă. Раҫҫейри вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем патшалăх пулăшăвне вăхăтра тивĕҫнине,  вĕсемпе усă курса хăйсен ĕҫ-хĕлне аталантарса пынине каланă. Импорта улăштарассипе сахал мар тăрăшнине палăртнă. Пĕчĕк бизнес муниципаллă влаҫра тăрăшакансемпе килĕшсе ĕҫлеме пикенет. Вырăнта ыйтăва татса пани те пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енри влаҫ тытăмĕнче тимлекенсем профессионалсем пулнине, предпринимательсемпе ăнланса, пĕрне-пĕри пулăшса пыма тăрăшнине каланă вăл. Ертӳҫĕ регионта ку енпе мĕнпур шайри влаҫра тăрăшакансен ĕҫне пысăка хурса хакланă.  

Ҫамрăк предпринимательлĕх ыйтăвне хускатнă май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов тата Чăваш Республикин ĕҫлев министрĕ Алена Елизарова тĕплĕн ăнлантарса панă. Социаллă тата ҫамрăк предпринимательсене патшалăх енчен куҫарса паракан пулăшусем пирки ыйтусене уҫăмлатнă.  Тюмень облаҫĕн Губернаторĕн Советникĕ, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕпе тата инвестици ыйтăвĕсемпе тимлекен Ольга Езикеева паха тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене тĕпе хурса ыттисен те ҫапла ĕҫлесе пыма пĕлсен аван тесе каланă.  «Чувашторгтехника» акционерла обществăн генеральнăй директор, «Абат» технопаркăн представителĕ Наиль Хайрутдинов, «АРКТО»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Светлана Ардентова предприятийĕсен ĕҫ-хĕлĕпе паллаштарнă, ҫĕнĕлĕхсемпе кулленхи ĕҫре епле усă курса пыма тăрăшнине асăннă.

Мероприятийĕн ĕҫ планне кĕртнĕ мĕнпур ыйтăва тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. Яланхиллех паллă пулăмра тĕрлĕ конкурссенче ҫĕнтерсе  мала тухнисене наградăсем парса хавхалантарнă.



20 мая 2022
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter