Вырăнти чĕр тавартан сăрана ял хуҫалăх продукцийĕн статусне парас текен «ОПОРА РОССИИ» ертӳлĕхĕн пуҫаруллă шухăшне Олег Николаев ырланă

Вырăнти чĕр тавартан сăрана ял хуҫалăх продукцийĕн статусне парас текен «ОПОРА РОССИИ»  ертӳлĕхĕн пуҫаруллă шухăшне Олег Николаев ырланă

Чăваш Енĕн ҫакнашкал саккун пуҫарăвне федераци шайне тăратма шухăшлаҫҫĕ

«Раҫҫейри мĕнпур  хăмларан 90 ытла проценчĕ Чăваш Енре тирпейленсе тухать. Апла пулсан, патшалăх шайĕнче ҫак асăннă ҫул-йĕре тĕрев пани те вырăнлă пулма пултарассине шанатпăр»,  - тенĕ Олег Николаев. Ыйтăва сӳтсе явма  республика Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле «ОПОРА РОССИИ»  пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕҫĕсене йĕркелесе пырассипе тăрăшакан Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн президенчĕ Александр Калинин, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинчи Комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков хутшăннă. Пурте пĕр саслă пулса, республика Пуҫлăхĕн шухăшне ырланă.  «Чĕрĕ таварсемпе  ĕҫлекенсене тĕрев парас текен шухăш яланах лайăх. Эпĕ те хам енчен ырлатăп кун пек пуҫарăва», - тенĕ депутат. 

 «ОПОРА РОССИИ» организацийĕн пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче хăй вăхăтĕнче вино тăвакансене, енчен те вĕсем Раҫҫейри виноградсемпе усă кураҫҫĕ пулсан, ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансен статусĕнче пулнине аса илнĕ.  Кун пек йышăну пулнă чухне, вĕсене ҫăмăллăх кредичĕсемпе те усă курма меллĕ пулнине асăннă.  Тепĕр тесен, патшалăх енчен те чылай тĕрев куҫнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Ҫакнашкал йĕркене тĕпе хурса, сăра вĕретекенсене валли те кирлĕ пек йышăну туса хăварсан аван пулнă пулĕччĕ. Вĕсене те ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансен статусне парсан аван. Паллă, анчах та вĕсен Раҫҫейре тирпейленекен хăмласемпе усă курмалла», - тенĕ вăл.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Ен асăннă ыйтăва пурнăҫа кĕртессинче питĕ кăсăклă пулнине палăртнă. Мĕн авалтан чăвашсем сăра вĕретнĕ, вĕсен чи паха таварĕ шутланнă тесен те йăнăшах мар пулĕ. Наци шĕвекне тирпейлесе калăплакансен йышĕ республикăра ҫук мар, вĕсем темиҫе те. Тавара мĕнпур ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса тирпейлесе халăх патне илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «ОПОРА РОССИИ» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн президентне Александр Калинина регионта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарассипе курăмлă ĕҫсем туса пыни ҫинчен каласа кăтартнă. Бизнесра тăрăшакансем патне уйрăмах тимлĕх уйăрнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Саккунсен базисене ҫĕнетме сахал мар пуҫаруллă шухăшсем пуҫтарăнаҫҫĕ.  Регионта инвестици хывма, предпринимательлĕх ĕҫ-хĕлне вăй илтерме, финанс ыйтăвĕсене татса пама витĕм кӳме сахал мар кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫ кĕретех. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене туххăмрах пĕрле сӳтсе явма тăрăшатпăр, енчен те ҫав тери йывăр пулсан, хушма ҫăмăллăх мерисене пăхса хăваратпăр. Пĕр сăмахпа каласан, кирек-епле ыйтăва та пĕрле уҫăмлатса пыратпăр», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Паянхи пурнăҫ таппинче обществăлла организацисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени паха. Чылай чухне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнчи йывăрлăхсене те сахал мар уҫăмлатса пыма витĕм кӳреҫҫĕ вĕсем.

«Пирĕн республикăна ĕҫлĕ визитпа Эсир килсе ҫитни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕлпулу хыҫҫăн, хăш-пĕр ыйтусем тен вырăнтан хускалĕҫ. Бизнес пĕрлешӳсенче тăрăшакансене валли хушма ҫул-йĕрсем уҫăлассине те шансах тăратпăр», - тенĕ вăл. «Паянхи пурнăҫ таппинче импорта улăштарассинче пурин те пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕҫлеме, май пур таран пулăшу пама тăрăшмалла. Предпринимательлĕх тытăмĕ республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне чылай ырă витĕм кӳрет», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ. 

«Пирĕн ҫĕршыва хирĕҫ санкцисем пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх валли хушма ҫул-йĕр уҫрĕҫ тесен те йăнăшах мар, хамăрăн тăрăхра тирпейленсе тухакан  таварсен калăпăшĕ ӳснĕ. Импорта улăштарас тесе кашни май пур таран тимлĕх уйăрма тăрăшать, апла пулсан, пирĕн ӳлĕмрен те хамăрăн енчен предпринимательсене пулăшу пама кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратмалла», - тенĕ вăл.

Олег Николаев уҫă калаҫу вăхăтĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ, енчен те ял тăрăхĕсенче вырнаҫнă пулсан, вĕсене патшалăх енчен епле пулăшусем куҫарса панине хыпарланă. Чăваш Ен,  чăнласах та аграри енĕпе анлă ĕҫлет. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре пурăнакан кашни виҫҫĕмĕшĕ ял тăрăхĕсенче ĕҫлесе пурăнать пулĕ. Ял хуҫалăх таварĕсене  тирпейлесе кăларакансене валли хăтлă условисем туса пама пĕлни те аван. Вĕсем халăх патне таса та пахалăх енчен пысăк шайра тĕрлĕ апат-ҫимĕҫсем илсе ҫитереҫҫĕ. «Раҫҫей ял хуҫалăх банкĕпе пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи «Фермер шкулĕ» проекта пурнăҫа кĕртетпĕр. Хастарсене сыр пĕҫерме, улма-ҫырла лартса ҫитĕнтерсе пухса илме, пахча ҫимĕҫ туса илме ăсталăха ӳстерсе пыма пулăшаҫҫĕ. Агрокультура енĕпе чаплă специалистсем пулма хатĕрлеҫҫĕ. Пĕчĕк фермер хуҫалăхĕсем пĕрлешсе пысăк организацисем йĕркелеме пикенеҫҫĕ. Ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларма май паракан центрсен ĕҫне те йĕркелесе яраҫҫĕ. Ку ĕҫсене малашне те туса пырăпăр. Ял тăрăхĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанса вăй илсе пыни пушшех те аван», - тенĕ хăйĕн сăмахне ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«ОПОРА РОССИИ»  вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарма пулăшакан пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн президенчĕ Александр Калинин сăмаха малалла тăснă май, Чăваш Енре бизнеспа влаҫ юлашки ҫулсенче уйрăмах килĕшсе ĕҫленине, экспертсемпе те тачă ҫыхăнура пулнине каланă. Кăтарту питĕ лайăх тесе хакланă сумлă хăна.        

 «ОПОРА РОССИИ» ҫĕршывра анлă сарăлнă, вĕсен йышĕнче сахал мар тĕрлĕ уйрăмсем. Фермерсене аталантарас ĕҫре тĕрев паратпăр. Центрсоюзпа килĕшсе ĕҫлени те куҫ кĕретех. Питĕ аван, пирĕн шухăш-кăмăлпа сирĕн ăнлавсем пĕр-пĕринпе тӳр килсе тăни. Сирĕн ĕҫ ыттисемшĕн тĕслĕхре, ҫитĕнӳсем те пысăк», - тенĕ Александр Калинин. 

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче икĕ ен технопарксем тăвассипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă, хăш-пĕр проектсене укҫа-тенкĕ енчен тĕрев пама май пулассине асăннă. Ҫĕнĕ условисенче бизнеса вăй илсе аталанма, пĕр-пĕрне ăнланса килĕштерсе ĕҫлемеллине палăртнă ертӳҫĕ.   



20 мая 2022
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter