Тыл ĕҫченĕсемпе хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă мемориала Раҫҫейре чи малтан Чăваш Енре уҫаҫҫĕ

Тыл ĕҫченĕсемпе хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă мемориала  Раҫҫейре чи малтан Чăваш Енре уҫаҫҫĕ

Куславкка районĕнче Куснар çывăхĕнче çĕкленекен астăвăм комплексне утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уҫаҫҫĕ, ăна тыл ĕҫченĕсемпе хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсене халалланă.

Аса илтеретпĕр, объектра пĕрремĕш кирпĕче хурассипе йĕркеленĕ мероприяти  2021 ҫулта ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче пулнă.  

«Палăртнă мероприятийĕн шайĕнче ытти ĕҫсене те йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Пирӗн республикӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи кун-ҫул страницисем ӗҫри паттӑрлӑхпа ҫырӑнса юлнӑ. Ахальтен мар пирӗн тӗп хуламӑр – Шупашкар хули – «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» шутӗнче. Пĕтĕм Раҫҫейри 44 хулан форумĕ иртĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думипе РФ Федерацин Канашĕнче «Ҫĕнтерӳ  рубежĕсем» ятарлă тематика куравĕсем пулаҫҫĕ. Мероприятисене вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсенче паттăрлăх кăтартнă халăха, тыл ĕҫченĕсене халалланă. Вĕсен пĕлтерĕшĕ пуриншĕн те пысăк. Регионта  иртнĕ ҫул Сăрпа хусан хӳтĕлев чиккисене тунă паттăрсен ҫулталăкĕ тесе палăртнă, вăл ĕҫсене паян та малалла тăсни питĕ вырăнлă, мĕнпур паттăрла ĕҫсем мăнаҫлăх туйăмне вăратаҫҫĕ»,   тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Пирĕн паха ĕҫ опычĕ, паттăрсене халалласа пурнăҫланă мĕнпур  мероприятисем ытти субъектсемшĕн те чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăма пултарассине шанса каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Тепĕр тесен, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа   80 ҫул ҫитнине палăртса пурнăҫланакан пулăмсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăма пултарĕ.    Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсеннче хĕрарăмсемпе ачасем, ваттисем хăйсене шеллемесĕр ҫĕнтерĕве ҫывхартас тесе ырми-канми вăй хунă, паттăрла ĕҫсем пурнăҫланă, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи промышленноҫ центрĕсене хӳтĕлес тесе тăрăшнă.  

«Паллă объект Чăваш Республикишĕн кăна мар, мĕнпур Раҫҫей Федерацийĕшĕн сумлă пулса тăрать. Ҫĕршывра пуҫласа пĕрремĕш объект хута каять», тесе каланă Олег Николаев.   Ку тăрăха курма килес текен туристсен йышĕ те нумайланассине шанатпăр. Ачасене те, вĕренӳ программипе килĕшӳллĕн, тарăнрах пĕлӳпе тивĕҫтерме аван.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительствăпа архитектура, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫлăхĕн министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче объекта строительсем пĕтĕм чунтан хавхалансах ĕҫсене  пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ. Графикпа килĕшӳллĕн вăхăтра туллин пурнăҫа кĕрессине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Ҫĕнтерӳ рубежĕ»  курава Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче ҫĕртме уйăхĕн 6-10–мĕш кунĕсенче, РФ Федераци Канашĕнче ҫĕртме уйăхĕн 13-21–мĕш кунĕсенче  йĕркелеҫҫĕ.  Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова курав ытларах сăн ӳкерчĕксенчен калăпланнине пĕлтернĕ, унта пĕтĕмпех Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсем пулассине асăннă.  Архив докуменчĕсем те пулĕҫ, пĕр сăмахпа каласан тыл ĕҫченĕсем пирки курăмлă курав пулассине хыпарланă.

«Ҫĕнтерӳ рубежĕ» «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» ята тивĕҫнĕ Пĕтĕм Раҫҫейри хуласен форумĕ утă уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче иртĕ. Тĕп мероприятисене Шупашкарти электроаппарад заводĕнче йĕрелĕҫ. Кунта ҫĕршыври 44 хула хăйсен куравне хатĕрлесе тăратма кăмăл тунă, ятарлă делегацисем вĕсемпе тĕплĕн паллаштарĕҫ.   

Форум шайĕнче программăпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ уҫă калаҫусем ирттересси те плана пур. Хăнасем республикăри предприятисемпе организацисене ҫитсе килĕҫ, вĕсен ĕҫĕсемпе тĕплĕн паллпашĕҫ.



20 мая 2022
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter