Акатуй чăвашсен уявне Ульяновск облаҫӗнче паллӑ тунă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских «Винновская роща» канупа культура паркне ҫитсе килнĕ, унта палăртнă тӳремре чăвашсен наци уявĕпе Акатуйпа паллашнă. Вăл кун Халăхсен туслăх уявĕ те кĕрленĕ. Мероприятисене Раҫҫей Федерацийĕнчи халăхсен культура еткерлĕхне халалланă ҫулталăка тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Акатуй - çурхи ака-суха ĕçĕсене халалланă наци уявĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕрке ватти-вĕттине, тĕрлĕ професси çыннине пĕрлештерет. Хресчен ĕçне хисеплеме, спортпа, искусствăпа туслашма пулăшать.
Уява пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тухса саламланă май, Акатуй чăвашсен мĕн авалхи йăли-йĕркисемпе ҫыхăннă чаплă пулăм тесе каланă. Ульяновск облаҫĕн Правительствине чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕҫне ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пыма тĕрев панишĕн мухтаса тав тунă. Халăхăн йăли-йĕркипе культурине ламран-лама куҫарса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырланă республика Пуҫлăхĕ.
«РФ Президенчĕ палăртнă Раҫҫейри халăхсен культура еткерĕн ҫулталăкĕнче уйрăмах хамăрăн несĕлĕмĕрсем упраса пире вĕрентсе хăварнă уявсен сумĕ пысăк. Чăваш Енре паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă кăҫалхи ҫула. Палăртма кăмăллă, Ульяновск облаҫĕнче чылай чăвашсем пурăнаҫҫĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă, пĕрне-пĕри пулăшса пыраҫҫĕ, ҫĕршывăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тӳпе хывма тăрăшаҫҫĕ. Пирĕн тăрăхри пекех, Ульяновск облаҫĕнче ҫĕр ытла наци халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса пурăнать. Чăвашсем халăх йышĕпе Ульяновск облаҫĕнче виҫҫĕмĕш вырăн йышăнаҫҫĕ. Эпир яланах пĕрле уявсене ирттеретпĕр, савăнăҫа та хуйхăна та пĕрле пайлатпăр. Паянхи уяв малашне те ырă ĕҫсем туса пыма хавхалантарассине, регионсем хушшинчи туслăха ҫирĕплетме, ӳлĕмрен те пĕрне-пĕри хисеплеме, ăнланса пурăнма, аталану ҫул-йĕрĕсене тĕрĕс тупма пулăшасса ĕненетпĕр», - тенĕ Олег Николаев.
«Акатуй – чăвашсен мĕнпур уявĕсенчен чи чапли, ăна халăх юратать, унта хутшăнса пĕр-пĕрне савăк кăмăл парнелеме тăрăшать. Акатуй пирĕн тăрăхра вăтăр ҫул ытла кĕрлет, ĕҫпе туслăх символĕ пулса тăнă. Вăл чăвашсене кăна пĕр чăмăра пухмасть, ытти халăха та пĕрлешме витĕм кӳрет. Ульяновск облаҫĕнче 120 тĕрлĕ халăх туслă пурăнать. Эпир паян питĕ мăнаҫланатпăр, уява курма килекен сумлă хăнасем йышĕнче: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Алексеевич Николаев. Унпа пĕрле Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Леонидович Клементьев. Сире пурсăра та пысăк тав. Халăхсен пĕрлĕхне упраса, аталанса вăй илсе пыма, ĕмĕрхи йăла-йĕркесемпе культурăна аталантарма пулăшнăшăн чыс та мухтав», - тесе палăртнă хăйĕн саламĕнче Ульяновск облаҫĕн Губернаторĕ Алексей Русских.
Ĕҫре хисепе тивĕҫнисене, пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă уявра. Наци культурине аталантарас ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Тав ҫырăвĕпе чысланă ентешĕмĕрсене. Хисепе тивҫнисем: Валентина Киргизова тата Ираида Гаврилова. Обществăлла организаци хăйĕн ĕҫне Ульяновск облаҫĕнче 1997 ҫулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуҫланă. Вĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – мĕн авалхи йăла-йĕркепе культурăна аталантарса, ăна ламран- лама куҫарса пырасси, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварасси. Тăван чĕлхене хисеплеме, вĕренӳпе культура тытăмне ăша хывса пĕр-пĕринпе туслă пурăнса, кулленхи пурнăҫра пулăшса пырасси ыйту та пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен кашни ҫак палăртнă енсене аталантарса вăй илтерсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлет. Ертӳҫĕсем вĕсен ĕҫне пысăка хурса хакланă, малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма ырлăх-сывлăх суннă. Ульяновск облаҫĕнче пурĕ 94,5 пине яхăн чăваш пурăнать.
Ульяновск облаҫĕн Правительстви тĕрев панине кура, ҫӳлерех палăртнă уяв – Акатуй питĕ сумлă та чаплă иртет. «Кĕр сăри», «Чăваш шăпчăкĕ», «Чăваш ачи, сассуна пар!», «Путене» ятлă мероприятисем те кăтартуллă иртеҫҫĕ. Чăваш автономи облаҫĕ пулăшнипе Ульяновск облаҫĕнче чăвашла кĕнекисем, «Канаш» хаҫат тухса тăрать. «Эткер» передача та халăхра анлă сарăлни куҫ кĕретех.
Уява пухăннисене ҫавăн пекех Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Ульяновск облаҫĕнчи чăвашсен культура вучахне упраса, наци йăли-йĕркине ша хывса пурăнма вĕрентекен обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Бабайкин та ăшшăн саламланă, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕҫлесе пурăнма вăй-хал суннă. Валерий Клементьев кирек хăш çĕре çитсен те Чăваш Ен делегацине аякри йăхташсем ырăпа кĕтсе илсе ырăпа ăсатнине, хăйсем те парăмра юлманнине - уявсем йĕркеленине, аякри тăвансене чăваш юрри-ташшипе савăнтарнине каланă.
Мероприятисене курма пыракансене валли йĕркелӳҫĕсем кăсăклă программа хатĕрленĕ. Инçет çул çӳрев программине чăвашлăх аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сӳтсе явассине те, тĕпчев ĕçĕсем ирттерессине те кĕртнĕ. Чăваш чĕлхине мĕнле упраса хăвармалла, шкулсенче чăваш чĕлхине мĕнле вĕрентеççĕ, ҫак тата ытти ыйтăва тĕлпулусенче тĕплĕн сӳтсе явнă. Регионсенче тĕпленнĕ йăхташсем мĕнле пурăнаççĕ, чунĕсене мĕн канăçсăрлантарать, ҫак ыйтусен те хуравĕсем пулнă. Тĕрлĕ куравсем, вăйăсем, спорт ăмăртăвĕсем чылай пулнă. Туслăх хорĕ пурне те пĕр чăмăра пухса тĕрлĕ юрăсем шăрантарма май панă, кӳршĕллĕ регионсенчен килнисем, алла-алăн тытăнса чăваш юррисене шăрантарнă. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ тата ытти пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташипе пурне те савăк кăмăл парнеленĕ.