Электроэнерги тума Чăваш Енре 400 куб ҫухрăм ытла шыв уйăрĕҫ

Электроэнерги тума Чăваш Енре 400 куб ҫухрăм ытла шыв  уйăрĕҫ

 Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Роль торгово-промышленных палат в международной ESG-повестке»  «Раҫҫей – Ислам тĕнчи: KazanSummit 2022» пĕтĕм тĕнчери экономика саммитĕнче каланă.

 ESG тĕп темисенчен пĕри  – Атăл экологи тĕлĕшĕнчен хавшакланса пыни.  «Проышленноҫ производствишĕн Атăл хăватлă вăй пулса тăрайрать.  Атăл чылай региона пĕрлештерет.  Атăлпа кăна усă курмăпăр, ытти усă курăнакансен хăватне те туйма май пулĕ», –  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    Вăл Чăваш Республикин территорийĕнче полигон тума ĕҫсем пуҫланнине те хыпарланă.  «Малтанласа палăртса хунă тăрăх, Шупашкарти шыв управне пула 400 куб ҫухрăм шывпа производствăсем валли электроэнергипе титвĕҫтерме май пур», – тенĕ вăл.

Аса илтеретпĕр, малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Атăл – экологи тĕлĕшĕнчен ESG хăватлă регион текен проекта хӳтĕленĕ. Фронтальнăй ултă проектран чи лайăх хаклава, Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономикине витĕм кӳрекенни тесе палăртнă пулнă. Ĕҫ хутне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерне Дмитрий Чернышенкопа РФ Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представительне Игорь Комаров патне илсе ҫитернĕ.  

Ыйтусене уҫăмлатас тĕлĕшпе, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе республикăра тĕп ҫул-йĕрсемпе ятарлă ĕҫ пуҫарса янине те асăннă вăл.

«Паянхи куна калас пулсан, Чăваш Республики энергипе тивĕҫтерме май паракан таварсене тирпейлесе кăларассипе малти вырăнта тăрать. Чăваш Енре вăй илсе пыракан электротехника кластерĕ мĕнпур компетенцисемпе пуян.  Хĕвел тата ҫил энергийĕсене тума  пултаракан тытăм тăвасси ыйту та кун йĕркинчех», –  тесе хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Мĕнпур ресурссене тĕпе хурса ҫирĕп йĕрке тума та хатĕрленет регион. Ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ.  Республика ресурссемпе тухăҫлă усă курма ятарлă модель те туса хума палăртать.           

«Промышленноҫ реновацийĕ» пуҫарăва пурнăҫа кĕртсе пырас шайра Чăваш Енре ҫĕнĕ ҫул-йĕр уҫăлать, промышленноҫ объекчĕсенче экологи  тата ESG-стандарчĕсене тĕпе хурса пăхăнса ĕҫленине сăнаса пыракан тытăм пулĕ.

«Промышленноҫ предприятийĕсенчен нумайĕшĕнче кивĕ технологисем пулни сисĕнкелет. Объектсене тĕпрен модернизацилени паха. Ку тĕлĕшпе пирĕн ҫитĕнӳсем те ҫук мар. Пысăк корпорацисенче уйрăмах ăнăҫлă пулса пыраҫҫĕ ĕҫсем. Пĕчĕк предприятисенче вара ĕҫлемелли сахал мар», –  тенĕ Олег Николаев.  Ку е вăл ыйтусене татса парассинче наукăпа техника центрĕсен ĕҫĕсене пуҫарса ярсан аван пулассине те асăннă вăл. Аслă шкулсемпе  тачă ҫыхăнса ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă Ертӳҫĕ. «Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫламалла, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе усă курмалла. Паянхи рынокра уйрăмах конкурентлă пулма пикенмелле», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.    

Паянхи куна илес пулсан, республикăра пĕтĕмпе индустри паркĕсем виҫҫĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ Шупашкар хулинче тата тепри вара Канашра. Ҫитес ҫулсенче республикăра технопарксем  хута яма плана кĕртнĕ.

«Химпром» территорийĕнче экологи тĕлĕшĕнчен ĕҫсем пурнăҫлама палăртса хунă, «симĕс» производствăна вăй илтерме тĕллев лартнă.

 «Паянхи куна ку предприятинче перекис водород, гипохлорид кальци тата ытти таварсене  тирпейлесе кăлараҫҫĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе организацинче тĕрлĕ таварсем калăплаҫҫĕ. Ҫитес пиллĕк ҫулта кунта пĕтĕмпех «симĕс» бренд хуҫаланĕ», – тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх таварĕсем пирки те чарăнса тăнă.

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Раҫҫей – Ислам тĕнчи» ятпа иртнĕ ĕҫ ушкăнĕн ларăвне хутшăннă,  «ИТ- парк» пысăк технологисен сферинчи технопарк ĕҫĕпе кăсăкланнă.   

Аса илтеретпĕр, Олег Николаева, кӳршĕллĕ регионта ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревре пулнă май, Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов «Kazan Summit»  тата чăвашсен «Уяв» мероприятине хутшăнма йыхравланă.



23 мая 2022
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter