Индустри паркĕсене йĕркелĕç

Чăваш Енре çитес çулсенче тата виçĕ индустри паркĕ хута кайĕ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков ирттернĕ тунтикунхи канашлура пĕлтерчĕç.

Индустри /промышленноç/ паркĕсене, агротехнопарксене Чăваш Республикин 2022-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн индивидуаллă программипе килĕшÿллĕн йĕркелемелле.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркĕ — 43,7 гектар, Çĕрпÿ районĕнчи — 56,6 гектар, Патăрьел районĕнчи 20,4 гектар йышăнĕ. «Çĕрпÿ районĕнче хальлĕхе татса паман ыйтусем пур-ха, — терĕ Дмитрий Краснов. — Ял хуçалăх çĕрĕсене промышленноç тĕллевĕпе усă курмалли категорие куçармалла. Вăхăта тăсса ямасăр уçă итлев йĕркелемелле, тивĕçлĕ документсем хатĕрлемелле».

Патăрьел районĕнчи индустри паркĕнче ултă резидент вырăн йышăнма хатĕр. Вĕсем 73 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç. Çĕнĕ Шупашкарта та — улттăн. Кунта, Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, 268 ĕç вырăнĕ пулĕ.



23 мая 2022
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter