Ĕç-хĕл уççăн пурнăçланать

Чăваш Республикин тата муниципалитетсен ĕçĕсене тума туяннă таварсен калăпăшĕ 17,2 миллиард тенкĕпе танлашнă. Кун пирки тунтикунхи канашлура ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Надежда Колебанова тавар туянас ĕç-хĕл тата контракт килĕшĕвĕсене çирĕплетессин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ.

«Тавар туянас ĕç-хĕл уççăн тата тивĕçлĕ шайра пулса пырать, — терĕ Надежда Колебанова. — Конкурентлă мелсене тĕпе хурса пурнăçланă ĕç-хĕл мĕн пур калапăшăн 79 процентне /е 13,6 миллиард тенкĕлĕх/ йышăнать. Çапла майпа 4870 закупка ĕç-хĕлне йĕркеленĕ, çак шутран 28 проценчĕ пурнăçа кĕреймен, çĕнĕрен йĕркелеме тивнĕ».

Ведомство ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, пĕртен-пĕр поставщикрен туяннă таварсен калăпăшĕ 21 процентпа танлашнă. Вĕсем тĕпрен илсен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлессипе çыхăннă.

Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ коммерциллĕ мар организацисем 4,2 миллиард тенкĕлĕх саккас вырнаçтарнă. Ку вăл конкурентлă закупкăсен 30 яхăн проценчĕпе танлашнă.

Патшалăх тата муниципалитет ĕçĕсем валли тавар туяннă чухне бюджет укçи-тенкине 0,7 миллиард тенкĕ перекетленĕ. Вăтамран контракт хакĕ 8,5 процент чакнă. Перекетленнĕ укçапа саккасçăсем социаллă учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, юсав ирттерме усă курĕç.

Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх, закупкăсене 9,5 пин организаци хутшăннă.

Çу уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче республикăра «Тавар туянас ĕçе цифровизацилесси тата оптимизацилесси» конференци иртнĕ. Надежда Колебанова мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртрĕ. Анлă форума Раççейри 20 регионти патшалăх ĕçĕсем валли тавар туянас енĕпе ĕçлекен специалистсем, 44-шӗ саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлекен 1,5 пине яхăн саккасçă онлайн мелĕпе хутшăннă. Икĕ куна пынă конференцире бюджет укçи-тенкине перекетлĕ тăкаклассин тухăçлăхне ÿстерессипе, тавар туянас ĕç-хĕле уçăмлатассипе, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнине пĕлтерчĕ Надежда Колебанова.



Хыпар
24 мая 2022
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter