«Мăнаçлă Раççей» тата кинофестиваль

«Тылри паттăрлăх», «Мăнаçлă Раççей» тата ытти те. Республикăра çу уйăхĕнче çеç патриотла акцисем нумай йĕркеленĕ. Ку ыйтăва влаçра тăрăшакансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче те хускатрĕç. Çитĕнекен ăру республика, çĕршыв историне лайăх пĕлтĕр тесе Чăваш Енре нумай ĕç тăваççĕ. Çу уйăхĕнче кӳршĕллĕ икĕ регионта «Тылри паттăрлăх» марафон иртрĕ. Пин-пин çынна пĕр тĕвве пухрĕ вăл. Чăвашсемпе тутарсен пуçарăвне нумай тăрăхра асăрханă. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Ытти регионсем те интересленеççĕ çак марафонпа. Эпир республика Пуçлăхĕ хушнипе сентябрьте «Подвиг в тылу» марафона Ульяновск облаçĕнче тата Башкартостанра ирттермеллине палăртса хунă. Унсăр пуçне 4-мĕш майран пуçласа 24-мĕш майччен «Великая Россия» марафон. Музыка училищи, вырăс драма театрĕн ĕçченĕсем пĕрле пуçтарăнса программа хатĕрленĕ. Уйăх хушшинче 18 района çитрĕç». Глинка, Римский-Корсаков, Чайковский, Рахманинов – нумай паллă композиторăн романсĕсемпе паллаштарнă çамрăксене. 4 000 ытла куракан вăрçă вахăтĕнчи тата хыççăнхи юрăсене итленĕ. Марафон çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕмĕрле тата Пăрачкав районĕсенче вĕçленет. Умра тата пĕлтерĕшлĕ пулăм. Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль кăçал çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен Раççейри тата унăн тулашĕнчи киноиндустри пайташĕсене пухать. Конкурса 31 ĕç тăратнă. Инди, Франци, Бельги, Серби тата ытти те – кинофестиваль географийĕ çĕршыври чарусене пăхмасăрах сарăлать. Тӳресен вăйăллă киносен йышĕнче 12 фильма пахалама тивĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Пирĕн республикăра 17 площадка хатĕрленĕ. Хулара çеç мар, районсене те çитет вăл кинофестиваль. Киносене шалусăр кăтартатпăр. Кашни курас текенни килсе курма пултарать пирĕн кинотеатрсене. Вăл кинофествиале уçнă ячĕпе пирĕн филармонинче спектакль пулĕ. Уçнă çĕре Раççей шайĕнчи артисткăсем – Ольга Кабо тата Нина Шацкая хутшăнаççĕ. Тата çĕртме уйăхен 6-мĕшĕнче филармонинче пысăк программа пулать. Эдуард Артемьевăн программи. Пирĕн хăнасене те чĕнетпĕр пирĕн площадкăсене». Куракансемпе яваплисен этника тата регионти 19 кинона та хакламалла пулĕ. Палăртма камăллă, ку йышра чăвашсен ĕçĕ те пур. «Соучастник» фильм режиссерĕ – Марат Никитин. Çĕнтерӳçĕсене çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче палăртĕç.



24 мая 2022
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter